Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыр кăмăллăх вылявĕ

Елчĕк районĕн центрĕнче пурăнакан пенсионерсенчен чылайă-шĕ хальхинче те Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕ вырăна тухса ирттерекен ыр кăмăллăх вылявне чăн-чăн уява пухăннă пек пычĕç. Вĕсем çакна асăрхарĕç: юлашки вăхăтра çак банк урлă пенси илсе тăракансен йышĕ самаях хутшăннă. "Çапла пулмалла та, _ палăртрĕ Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440Ỹ036 номерлĕ хушма офисĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи А.Шадриков. _ Мĕншĕн тесен пирĕн пата Пенси фондĕнчен килекен укçана кирек хăçан та илме пулать. Çав вăхăтрах ун çине сахал мар процент та хушса паратпăр". Ятарлă комисси йĕркеленĕ выляв залра ларакан вун-вун пенсионер-вкладчик куçĕ умĕнче иртрĕ. Пĕчĕк ача компьютер çинчи пĕр-пĕр кнопкăна пусать кăна, экран çине лот, банк уйрăмĕпе унта упранакан вклад счечĕн номерĕ тухать. Çапла майпа районти çĕре яхăн пенсионер 200, 300, 500, 600 е 1000 тенкĕлĕх выляв хуçи пулса тăчĕ. Çак суммăна çитес пилĕк кун хушшинче вкладчик кĕнеки çине хушса çырса хураççĕ. "Малашне эпир те Перекет банкĕнче счет уçса пенсие унтан илсе тăма пуçлатпăр",_ терĕç выляв мĕнле иртнине сăнама тесе пынă темиçе пенсионер. Паллах, ыр кăмăллăх акцине хутшăннисенчен пурте выляса илеймерĕç. Ун вырăнне вĕсем банк клиентсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу пани тата хавхалантарни çинчен тулли информаци илчĕç, Чăваш академи симфони оркестрĕн капеллин артисчĕсен янравлă юррисене итлесе киленчĕç.



"Елчĕк Ен"
04 июня 2008
00:00
Поделиться