Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Им-çам сапаççĕ

"Клевер" ОООра çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Хальхи вăхăтра кунта шăтса тухнă лаптăксенчи культурăсене чир-чĕртен тата çум курăкран им-çам сапассине йĕркеленĕ. "Клевер" ОООн тĕп агрономĕ А.Турхан палăртнă тăрăх, иртнĕ кунсенче кĕрхи культурăсен пĕтĕм лаптăкне (вăл пурĕ 200 гектар йышăнать) çум курăксене чарас тĕллевпе, çурхи культурăсене 150 гектар çинче тĕрлĕ чир-чĕртен сыхласа им-çам сапнă. Анатолий Александрович шухăшĕпе, ял хуçалăх культурисене çум курăксенчен анчах мар, чир-чĕр ересрен сыхласси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тĕллевпе хуçалăхра "Тилт" препаратпа усă курнă. "Клевер" ООО çĕр улми туса илессинче иккĕмĕш çул Голланди технологийĕпе усă курса ĕçлет. Пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркелесе пырас тĕллевпе "Гриммес" фирмăн çĕр улми туса илессинче усă куракан пĕтĕм техника комплексне туяннă. Хальхи вăхăтра кунта "иккĕмĕш çăкăр" йăранĕсене хăпартаççĕ.


"Елчĕк Ен"
23 мая 2008
00:00
Поделиться