Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăйсен ĕçне пĕлсе тăваççĕ

Раççей Федерацийĕн 1997 çулхи 122-ФЗ номерлĕ Саккунĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин хушăвне, Елчĕк район пуçлăхĕн йышăнăвне ĕçе кĕртес тĕллевпе кăçал выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци çинче шутланса тăракан 5 ветучастокĕн çĕр лаптăкне, куçман пурлăхăн 15 объектне патшалăх енчен регистраци тутартăмăр. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне тĕрлĕрен йывăрлăхсем пулчĕç. Кадастр, регистраци палатисенче, техника инвентаризацийĕн бюровĕнче ĕçлекенсем пулăшнипе вĕсене çийĕнчех пĕтерсе пытăмăр. Çавăншăн эпир вĕсене тав тăватпăр, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр. Районти техника инвентаризаци бюровĕн муниципаллă унитарлă предприятийĕн ертỹçине А.Теллина, кунта ĕçлекен специалистсене _ В.Пушкова, С.Воробьева, А.Иванова, Е.Галкинăна, Г.Ивановăна уйрăммăн тав тăвас килет. Вĕсем хăйсен ĕçне вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçлама пултарнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Коллективри çынсене çакăн пек ĕçлесе пыма Андрей Леонидович Теллин вĕрентсе, хистесе пынăн туйăнать.


"Елчĕк Ен"
23 мая 2008
00:00
Поделиться