Вăрçă ахрăмĕ пиртен аяккарах та аяккарах кайса пынăçемĕн Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, паянхи мирлĕ пурнăçа çăлса хăварнă ветеран-фронтовиксем, Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе ырми-канми вăй хунă тыл ĕçченĕсем пирĕн хушăмăрта сахаллансах пыраççĕ. Орден-медаль, чап-мухтав илĕртмен вĕсене, пĕр тĕллев _ çĕршыва ирсĕр тăшманран тасатасси, Çĕнтерĕве çывхартасси пĕрлештернĕ пĕтĕм халăха. Çак куна мĕнле кĕтнине вăрçăн йывăр çулĕсене тỹссе ирттернисем анчах лайăх ăнланма пултараççĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявне çулсеренех чаплăн паллă тăватпăр. Вăхăт чуппи сисĕнчĕксĕр, Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 63 çул çитсе те тăчĕ. Аслă Çĕнтерĕве уявласси çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче пуçланчĕ. Çак кун уяв программи анлă пулчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин 90 çултан иртнĕ ветерансене килĕсенче пулса саламларĕ. Каçхине Тĕп лапамра иртнĕ митинг чылай çынна пуçтарчĕ. Унта районти çар комиссарĕ В.Буклаков та хутшăнчĕ, иртнĕ вăрçă çулĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем "Ах, вăрçă, вăрçă..." ятпа иртнĕ фольклорпа поэтика каçне хутшăнчĕç. Вăрçă тематикипе çыхăннă тĕрлĕ сăвă янăрарĕ. Паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç пухăннисем, вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Елчĕкри вăтам шкулти ачасем, искусство шкулĕнче вĕренекенсем, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем шăрантарнă юрă-ташă хыççăн тỹпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕкленчĕ. Историре ылтăн сас паллипе çырăнса юлнă çу уйăхĕн 9-мĕшĕ 63 çул каяллахи пекех (ваттисем каланă тăрăх) хĕвеллĕ те ăшă, ятарласа ыйтнă евĕрех пулчĕ. Çĕнтерỹçĕ-салтака, çĕнтерỹçĕ-халăха чыслама Елчĕкри Тĕп лапама халăх йышлă пуçтарăнчĕ: вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем, хăнасемпе ял халăхĕ. Митинг иртекен вырăна лозунгсемпе, тĕрлĕ плакатсемпе, чечексемпе, шарсемпе тата ялавсемпе илемлетни уява сăн кĕртрĕ. Уяв 10 сехетре пуçланчĕ. Ăна райадминистрацин социаллă аталану секторĕн ертỹçи А.Александрова уçрĕ. Раççей гимнĕ янăранă хыççăн район пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Чĕрене витермелли сăмахсемпе вăл вăрçăн çулĕсене тишкерчĕ, пирĕн район та Аслă Çĕнтерĕве пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ, кашнинех ырлăх-сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунчĕ. Вăрçă хирне районтан 7142 çын тухса кайнă, вĕсенчен 3482 салтака шăпа каялла таврăнма пỹрмен. "Паян, Аслă Çĕнтерĕвĕн аслă кунĕнче, эпир хăрушă вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнатпăр, тăнăçлăхпа мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварса çĕнĕ ăрăва телейлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансен, тыл ĕçченĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сирĕн паттăрлăх вилĕмсĕр", _ палăртрĕ район пуçлăхĕ. Ун хыççăн митинга хутшăннисем вăрçăра пуç хунă ентешĕмĕрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Салам сăмахĕсем çумне районти çар комиссарĕ В.Буклаков, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ Н.Московский хутшăнчĕç. Ветеран-фронтовик каланă сăмахсем чĕрене тарăннăн кĕрсе вырнаçрĕç. "Иккĕмĕш тĕнче вăрçи этемлĕх пурнăçĕнче, унăн историйĕнче юлашки пултăр, вăрçă нушине урăх никам та ан куртăр", _ терĕ вăл. Тав сăмахĕсем çумне Ел-чĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекенсем те (ертỹçи Л.Кудрявцева) хутшăнчĕç, хăйсене çутă кун, мирлĕ тỹпе парнеленĕ çынсене ăшă сăмахсем каларĕç. Вĕсене итленĕ май ветерансен куçĕсем шывланчĕç. Чи хумхануллă самант _ А.А.Трофимов (Тăрăм), Г.А.Андреев (Тỹскел) вăрçă ветеранĕсене тата Вăрăмхăвара пурăннă П.И.Иванов ветеранăн ывăлне çăмăл машина парнелени. Хăйсен паттăрлăхĕпе çĕнсе илнĕ вĕсем çак хаклă парнене. Уявăн тепĕр хумхануллă саманчĕ _ çамрăк армеецсен парачĕ. Мăнаçлăх туйăмĕ кĕртсе шурă çỹçлĕ ветерансем çумĕпе çирĕппĕн утса иртрĕç вĕсем. Уяв салючĕ вара ветерансене пĕр хумхантарчĕ, пĕр савăнтарчĕ. 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕн кунне аса илчĕçех вĕсем. Вăрçăра пуç хунă паттăрсене чысласа, вăрçă хыççăнхи ăрăва мирлĕ пурнăç туса панăшăн тав туса лартнă палăк умне район пуçлăхĕ, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уяв илемĕ _ юрă-ташăра. Вăрçă темипе çыхăннă кĕвĕ-çемĕ чуна çĕклентерет, хумхантарать, çỹçентерет. Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухакансем, Н.Малышкинпа И.Шурбин, О.Краснова, Л.Траншкина, К.Кудашов, Н.Васильева, "Варкăш" ансамбль, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата тĕп вулавăш, искусство шкулĕн ĕçченĕсем, вĕренекенсем тата ыттисем те шăрантарнă юрăсем чун-чĕрене хаваслăх, мăнаçлăх кĕртрĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче çулсеренех Н.В.Петрова асăнса 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче чупу иртет. 8-9-мĕш класра ăс пухакан хĕр ачасем хушшинче М.Скворцова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ) малти вырăна тухрĕ. Е.Ивановăпа А.Дягилева (Çĕнĕ Пăва) 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче. Арçын ачасем хушшинче малти вырăнсене С.Кривов (Курнавăш), А.Дмитриев (Çуткỹл), П.Михайлов (Кĕçĕн Таяпа) çĕнсе илчĕç. 10-11-мĕш классенче вĕренекенсенчен малти вырăнсенче Т.Иванова (Елчĕк), Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа), А.Лапина (Курнавăш), Д.Батраков (Курнавăш), Д.Долгов (Елчĕк), А.Титов (Кĕçĕн Таяпа) пулчĕç. Чăн та, çак пысăк уява килекен ветерансен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Вĕсенчен чылайăшĕ вырăнпах выртать. Çапах та вĕсен паттăрлăхĕпе хастарлăхĕ, чапĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Пире çутă пурнăç парнеленĕшĕн эпир сирĕн умăрта ĕмĕрех парăмра. Уявра анчах мар, кашни кунах сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр. |