Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Победы
Хисеплĕ ентешсем! Хаклă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем!
Сире Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 63 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!
Çак уяв çулсем иртнине пăхмасăр хăй чапне чакармасть, вăл пирĕн çарăн хăватне, çĕр-шыв хỹтĕлевçисен чыс-хисепне ỹстерет. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенченех Елчĕк халăхĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кар тăнă, 7 пин ытла çын вăрçă хирне тухса кайса вĕсенчен çурри кăна çĕнтерỹпе килĕсене таврăннă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем, ача-пăча та çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй-халне шеллемен Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, паянхи ăрăвăн мирлĕ пурнăçĕпе телейне сыхласа хăварма пултарнăшăн ветерансем умĕнче çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр. Вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Анчах вĕсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, пирĕншĕн тата çĕнĕ ăрăусемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса ĕмĕрлĕх асра юлĕ.
Хаклă çыннăмăрсем! Сире Аслă Çĕнтерỹ уявĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунатăп!
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.