Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Праздником Весны и Труда

Елчĕк енĕн хисеплĕ çыннисем, ентешсем!

Сире чĕререн Çуркунне тата Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв тăрăшуллă ĕçпе, çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе савăнса пурăнма хистет. Ĕçчен çын яланах илемлĕ пулнă. Хăй ĕçне юратса, тăрăшса пурнăçлакан кăна чăннипех те телейлĕ пулма пултарать. Пиртен кашнийĕ тĕрлĕ ĕçре вăй хурса унта хăй пĕлĕвне, пултарулăхне парать, çĕршыв аталанăвне хăй тỹпине хывать. Шăпах тăрăшулăх, ырă улшăнусем патне туртăнни пире ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантарса пыраççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире ĕçре ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем, çемйĕрсенче телей, ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ            Н.П. Миллин.



01 мая 2008
00:00
Поделиться