Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем пожарной охраны

Хисеплĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Раççей пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп! Пушар хуралĕн ĕçченĕшĕн яланах сыхă тăрасси, инкеке лекнисене пĕр тăхтамасăр пулăшу парасси служба ячĕ пекех пĕрремĕш вырăнта тăрать. Сирĕн ĕçĕр йывăр кăна мар, калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ те. Пушар служби вăхăтра панă пулăшу пысăк инкекрен пăрăнма, тепĕр чухне çын пурнăçне те çăлма май парать. Хăрушă лару-тăрура çухалса кайманни, хăвăрлăх тата çын нушине чунпа ăнланни чăн пушар хурал ĕçченĕн тĕп тивĕçĕсем пулса тăраççĕ те. Вут-кăвартан куллен сыхланас тĕлĕшпе пурнăçласа пыракан профилактика ĕçĕшĕн те эсирех яваплă.

       Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ         Н.П. Миллин.



30 апреля 2008
00:00
Поделиться