Юрă-кĕвĕ чуна тыткăнласан
Асăннă ушкăн пирĕн тăрăхра иккĕмĕш хут. Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем. Вĕсем Афганистан, ытти хĕрÿ вырăнсенче вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă. Кашни юрри – çĕнĕлĕх, патриотла туйăмпа тулнă, расна кĕвĕллĕ, шухăшлă. Тулли зал, куракансем тăтăшах алă çупни, пĕрле юрлани – сцена ăстисен ĕçне тивĕçлипе хаклани. Аякри ялсенчен инçе çула хыçа хăварса килнисем ÿкĕнмерĕçех.
Çав вăхăтрах: “Кăна çук. Эстраднăй пулсан пыраттăмăрччĕ...” текенсем те тупăнчĕç. “Эстраднăй” текен концерт билечĕ 80 тенкĕ (ял çыннишĕн йÿнĕ мар) тăрать-тĕк, “чĕрĕ” сасăпа юрлакансене, музыка инструменчĕсемпе вылякансене килĕштерекенсем 20 тенкĕ перекетлеççĕ.
20-30 çул каялла эстрада уйĕнчи чăн-чăн ăстасене теçеткене кĕртме пулатчĕ. Паян çав «уя» такам та пырса кĕчĕ. Хăмпăлансах кайрĕç. Ахаль-махаль юрăçсем те мар – “çăлтăрсем” тата хăйсем: “Хамах çырап, хамах кĕвĕлеп, хамах юрлап”. Анлă профильлĕ “маçтăра” çавăрăнса пыраççĕ эппин. Тăван чĕлхемĕре хисеплесен, юрă-кĕвĕ техникине пăхăнсан, сцена çинчи пултарулăхĕ вышкайсăр пысăк пулсан нимĕн те каламăттăмăр. Кирек мĕнле жанрлă юрă та халăх ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе, йăли-йĕркипе тачă çыхăнни кирлĕ. Вăл чăвашлăхран уйрăлса тăмалла мар. Тĕслĕхрен, Ю.Григорьев, Ю.Кудаков, Н.Карлин, Н.Казаков композиторсен ĕçĕсем паха. “Хамах” ăстасем питех те çăмăлттай çырни палăрать, кĕвĕсене Хĕвел анăç, Европа витĕмĕ сăрăхса кĕрет, вырăс юррисен куçăмĕ те пур. Сăвă-кĕвĕ хайлакансен пултарулăх çÿпçи пушанса пыниех мар-и; Пĕр чипер юрăç çапла юрлать: “Хĕлле. Кайăксем вĕçсе кайсан...” Кĕввине тăнланă май, ни чăваш, ни вырăс юрри мар. Тата: вĕçен кайăксем кĕркунне каяканччĕ-çке вĕçсе. Кунашкал шăйрăксем сахал мар тĕл пулаççĕ. “Пирĕн поэтсен ку тĕлĕшпе яваплăха ÿстерес пулать, чĕлхене тирпейлĕ тытмалла, чĕлхе илемлĕхне халăх сăмахлăхĕнчен вĕренсе пымалла, юрă тума пĕрре илтсех асра юлакан сăмахсем çырмалла...” (Н.Сандров, “Тăван Атăл”, 1962, 5 ").
Халĕ кĕвĕ хайлама та ансат: компьютерпа çеç шăрçаласа кăларатăн. Саншăн юрлама та пултарать. Çăварна çеç карса тăр. Чылай чухне кăна сисместпĕр те эпир.
Çăмăлпа тунă япалан ĕмĕрĕ кĕске. Тăрăшса пурнăçланин ĕмĕрĕ те вăрăм. Вăл ялан асра юлать, ватăлмасть, йăлăхтармасть.
Юрă-кĕвĕ – искусствăн пĕр пайĕ. Йăхран-йăха куçса пыракан вăйлă жанр пулма тивĕçлĕ.