Куç тулли ачасем, мăнуксем пулсан
“Ĕмĕрĕ-мĕре аван пурăнса ирттер-тĕмĕр. Халĕ ачасемпе, мăнуксемпе, мăнуксен ачисемпе киленсе пурăнатпăр. Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, пуршăн-çукшăн чăркăшса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр. Сывлăхлă пулăр, ĕçрен ан ÿркенĕр, çĕр-аннемĕре юратăр, аçăр-аннĕре, ватăсене хисеплĕр”, – тесе пил параççĕ ачисемпе мăнукĕсене Шăмалакри Владимир Кузьмичпа Лидия Петровна Изекеевсем. Нумаях пулмасть Володя пичче 75 çул тултарчĕ, мăшăрĕпе пĕрлешни 50 çул çитрĕ. Çавна май вĕсем тăванĕсене пуçтарса ылтăн туй ирттерчĕç. “Çĕр çине ÿкекен хĕвел пайăркисем пурин валли те çитеççĕ. Пурăнма анчах пĕлмелле, иртнĕ куншăн ÿкĕнмелле ан пултăр”, – теççĕ Изекеевсем.
Мĕн ачаран пĕр-пĕрне килĕштерсе ÿснĕ Володя Изекеевпа Лида Печкова. Шкулта вĕреннĕ, уй-хирте тар тăкнă, каçхине вăййа тухнă. Ÿссе çитсе яш пулсан Володьăн авланма та вăхăт çитнĕ. Чун-чĕрене çывăх çынна – Лидăна качча тухма ыйтсан, хĕр килĕшнĕ. Юрату вут-кăва-рĕпе хĕмленсе тăракан икĕ чĕрене ашшĕ-амăшĕ пĕрлешме ирĕк панă.
Володя салтак ретне те тăман-ха. Авлансанах унăн çар тивĕçне пурнăçлама тухса каймалла. Юратнă хĕре çухатас темен-тĕр çав каччă. Çар хĕсметĕнче виçĕ çул тăнă Владимир Кузьмич. Çав вăхăтра çамрăк Лида аппа вербовкăпа Мускава кайса ĕçленĕ. 1955 çулта мăшăрĕ салтакран таврăнать, юратнă мăшăрне ашшĕн килне илсе килет. 1956 çулта Изекеевсен çемйинче ывăл çуралать. Ун хыççăн çулран-çул йыш хушăнать туслă çемьере. 3 хĕр те 6 ывăл парнелет юратнă мăшăрне Лида аппа. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ.
Ывăлĕсем пурте Тăван çĕршыва хÿтĕлеме юрăхлă пулчĕç. Вăталăх ывăлĕ, Витя, Афганистанра службăра тăчĕ. “Телейне кура шăпи”, – тенĕн, кĕçĕн ывăлĕ Олег Чечня вăр-çине лекрĕ. Амăшĕн пилĕ çитрĕ пулинех, Турри те сыхланă пулĕ, киле сывлăхлă таврăнчĕ. Юлашкинчен мирлĕ вырăнтах службăна вĕçлерĕ. Ывăлĕсем маттур салтак пулнине çирĕплетекен çырусем пайтах килнĕ ашшĕ-амăшĕ патне.
“Ывăлсем çирĕп, ĕçчен пулнинче ашшĕн тивлечĕ пысăк вырăн йышăнать”, – тет Лидия Петровна. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хĕр ачасем амăшĕ çумĕнче тăрмашнă пулсан, арçын ачасем ашшĕ çумĕнчен кайман. Хуçалăхра кашнийĕн валли ĕçĕ çителĕклĕ. Ан ÿркен çеç. Халĕ ачисем çемйисемпе тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ, Турра шĕкĕр.
Изекеевсен ачисем ашшĕ-амăшĕн килне манмаççĕ. Инçе çула кĕскетсе пысăк уявсенче вĕсемпе юнашар пулма тăрăшаççĕ. Ачасен, мăнуксен хаваслă кулăвĕнчен, калаçăвĕнчен хакли мĕн пултăр тата ватăсемшĕн, çур ĕмĕр ытла алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан мăшăршăн.