Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тирпей-илемшĕн тăрăшасси – кашни çыннăн тивĕçĕ

Район пуçлăхĕ Н.Миллин çирĕплетнĕ 2008 çулхи ака уйă-хĕн 8-мĕшĕнчи 49-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен предприятисемпе учрежденисен, организацисен территорийĕсене, ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. “Йывăç ларт тата ăна упра” акци йĕркеленнипе усă курса ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Йывăç кунĕ» иртет. Территорисене тирпей-илем кĕртмелли мероприятисене кирлĕ шайра йĕркелес тĕллевпе районта ятарлă штаб туса хунă. Штаб ертÿçи пулма район пуçлăхĕн çумне – район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайăн начальникне И.В.Кузнецова çи-рĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, кашни çын тăван тавралăха, çут çанталăк пуянлăхне упрама тивĕç. Çут çанталăк – пурнăçăн тыткăчĕ, аталанăвĕ.

Пирĕн район территорийĕнче пурĕ 320 учрежденипе предприяти, организаци – çут çанталăкпа усă куракансем – тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшмалла.

Районта экологи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарас тĕллевпе иртнĕ çул 82 пин тĕрлĕ йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварнă.

2004 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче районти Депутатсен пухăвĕ çирĕплетнĕ “Район территорине тирпей-илем кĕртесси çинчен” йышăнăва пурнăçласа кăçал та сахал мар ĕç туса ирттерме палăртнă. Чи малтан уйрăм çуртра пурăнакансен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен çÿп-çапа, каяшсене утилизацилеме Елчĕкри ММПП ЖКХпа килĕшÿсем тумалла. Ялсенче пухăннă ăпăр-тапăра Елчĕкри “Кирпич” ООО территорийĕнче вырнаçнă тĕп свалкăна леçессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымалла. Çĕр типнĕ май масарсене тасатмалла, муниципалитет пĕрлешĕвĕсем çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçлама маларахах тĕплĕн хатĕрленме тытăннă. Ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче пулса должноçри çынсене, кунта пурăнакансене комисси ларăвĕсене чĕнсе калаçусем ирттернĕ. Тĕп ыйту тăван тавралăха сыхласси пулнă. Ялсен территорийĕсенче çÿп-çапа, каяшсене централизациленĕ майпа пуçтарасси, çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан агрохимикатсене пĕлсе упрассине йĕркелес ыйтусене те пăхса тухнă. Экологи контролĕн яланхи комиссийĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлне çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем комисси ларăвĕсем хăçан пулассине лайăх пĕлсе тăраççĕ.

“Чăваш Республикинче административлă правона пăснисем çинчен” Чăваш Республикин Саккунĕпе килĕшÿллĕн, хула, ялсен территорийĕсенче çирĕплетнĕ тирпей-илем йĕркисене пăхăнманшăн асăрхаттарма, уйрăм çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 2 виçинчен пуçласа 10 виçи таран, должноçри çынсене – чи пĕчĕк ĕç укçин 5 виçинчен пуçласа 15 виçи таран, хăй халлĕн ĕçлекен организацисене – чи пĕчĕк ĕç укçин 100 виçинчен пуçласа 200 виçи таран административлă штраф хума ирĕк пур.

Çут çанталăк законодательствине сĕмсĕррĕн пăсакансене – производствăра тата йăлара усă курнă каяшсене вырнаçтарма нормативлă йĕркелÿ тата лимит пулмасан, каяшсемпе çÿп-çапа ирĕк илмесĕр свалкăна вырнаçтарнăшăн, биологилле каяшсене чавса хуракан вырăн санитари йĕркисемпе килĕшсе тăманшăн, усă курма юрăхсăра тухнă агрохимикатсене упранăшăн, тăван тавралăха вараланăшăн тÿлессинчен пăрăннăшăн та тивĕçлипе явап тытмалла.

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртекен “Йывăç ларт тата ăна упра” акцие тивĕçлипе ирттерсе ярассишĕн пурин те пĕр çын пек пулса тăрăшмалла. Лартнă йывăç-тĕме кайран та лайăх пăхса тăмалла, вăйсăр, чĕрĕлеймен йывăçсене çĕннисемпе улăштармалла.



"Елчĕк Ен"
15 апреля 2008
00:00
Поделиться