Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕршыва сыхлама – контрактпа

Федерацин 2003 çулта йышăннă “2004-2007 çулсенче Хĕç-пăшаллă вăйсен хăш-пĕр соединенийĕсенче тата чаçĕсенче çар службине контрактпа йĕркелесси” тĕллевлĕ программăра палăртнă мероприятисем вĕçленчĕç. Асăннă программа ялан хатĕр тăракан Хĕç-пăшаллă вăйсен хăш та пĕр чаçĕсенче (чикĕ сыхлакан тата ШĔМĕн ялан сыхă тăракан шалти çарĕсем тата ытти те) контрактпа службăра тăракан салтаксен профессионализмĕпе çар пĕлĕвĕн ăсталăхне ÿстерме май пачĕ.

Районти çар комиссариачĕ урлă кайса хальхи вăхăтра Пермь хулинче вырнаçнă 385-мĕш бригадинче, Ульяновск, Самар, Оренбург облаçĕсенче вырнаçнă (вĕсем пирки маларах хаçатра пĕлтернĕччĕ) çар чаçĕсенче, мотострелоксен ту çинчи 33 тата 34-мĕш бригадисенче, Раççей Тинĕс-Çар Флотĕнче тата ытти вырăнта службăра тăма пулать. Контрактпа службăра тăракансене укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен кÿрентермеççĕ. Тĕслĕхрен, шыв айĕнче ишекен кимĕре службăра тăракан матросăн ĕç укçи паян 20877 тенкĕпе танлашать. Тепĕр çул вăл 31125 тенкĕ пулĕ. Кунта кварталсерен, çулсерен парăнакан тата пĕррелĕх пулăшу укçине кĕртмен. Тинĕс пехотинчи салтакăн ĕç укçи – 22100 тенкĕ.

Контракт çырса службăна тăнă район каччисем пирки те асăнса хăварас килет. Самара, Ульяновск облаçĕсенче вырнаçнă çар чаçĕсенче службăра тăраççĕ вĕсем. Элекçей Тимеш çамрăкĕ О.З.Иванов та нумаях пулмасть Самар облаçĕнчи Рощинский поселокра вырнаçнă çар чаçне кайма кăмăл турĕ. Хальхи вăхăтра тата икĕ йĕкĕт контрактпа çар ретне тăма документсем хатĕрлеççĕ. Контракт мелĕпе службăра тăма кăмăллă çамрăксене эпир районти çар комиссариачĕн 4-мĕш пÿлĕмне пыма е 2-16-45, 2-13-03 телефонсемпе шăнкăравлама сĕнетпĕр.



"Елчĕк Ен"
15 апреля 2008
00:00
Поделиться