Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Урпа акатпăр

Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине асра тытса хĕрÿ тапхăрăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма тăрăшатпăр. Çакăн валли эпир хуçалăхра малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Хальлĕхе 35 гектар çинче урпа акса хăвартăмăр. Çак ĕçе Олег Печков агрегачĕ пурнăçларĕ.

Маларах Олег Печков механизатор 160 гектар çинчи кĕрхи культурăсен анине сÿрелерĕ, Андрей Тарасов минераллă удобренипе апатлантарчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕм лаптăкне те (пурĕ 316 гектар) агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса минераллă удобренипе апатлантарнă. Хальхи вăхăтра Петр Львов, Владимир Чернов, Леонид Усанов механизаторсем кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче нÿрĕк тытаççĕ. Çак ĕçе вĕсем 200 гектар çинче пурнăçланă.

Ялти хĕрарăмсем çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăлараççĕ, вăрлăха им-çамлаççĕ.



"Елчĕк Ен"
12 апреля 2008
00:00
Поделиться