Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕтме вăхăт юлмарĕ

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчен вара патшалăх техника тĕрĕслевĕ пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи механизаторсен унччен пурин те медицина тĕрĕслевĕ тухмалла, агрегатсене медицина аптечкисемпе тивĕçтермелле пулнă. Хуçалăхсен ертÿçисен, специалистсен кăçалхи çанталăк условийĕсене – çурхи уй-хир ĕçĕсене ир пуçăнма тивнине те шута илмелле. Çавна май лару-тăру хăйех графикпа çирĕплетнĕ техника тĕрĕслевĕн кунне маларах вăхăта куçарма хистет. Шел пулин те, çакна ăнланма тăрăшманнисем пур. “Марс” хуçалăхра, тĕслĕхрен, техосмотр кунĕ тĕлне те пĕтĕм техникăна хатĕрлесе çитереймен.Запас пайсем туянайманнине пула 2 трактора вуçех юсайман. Прицепсене сăрламан.

“Эмметево” ОООра 18 трактортан 13-шĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, 4 тракторист удостоверени улăштарман.

“Победа”, “Комбайн” ял хуçалăх производство кооперативĕ-сенче, “Прогресс” ЗАОн 2-3-мĕш бригадисенче акана хутшăнакан ял хуçалăх машинисене яваплă тапхăр вăхăтне тĕплĕн хатĕрленĕ. Патреккел бригадинче 4 трактор уя ĕçлеме тухнă, ыттисем – юсавсăр, техника тĕрĕслевне хатĕр мар.

Ĕçре хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма кирли çинчен кашни хутĕнчех асăрхаттаратпăр пулин те агрегатсен çаврăнакан пайĕсене хÿтлĕх кожухĕ-семпе хупламаннине чылай çĕрте курма пулать. Тракторсем çинче огнетушительсем çук, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман механизаторсем тĕл пулаççĕ. Енчен те механизатор медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман, тракторпа прицепсене ОСАГО енĕпе страховани тумасан техникăна ĕçлеттерме ирĕк паракан талон-допуск парăнмасть.



"Елчĕк Ен"
12 апреля 2008
00:00
Поделиться