Кинора ÿкерĕнет
Хамăр вĕрентнĕ ачасем шкултан вĕренсе тухсан та ырă ĕçсемпе палăрни пире, вĕрентекенсене, пĕр савăнтарать, пĕр хавхалантарать. Эппин, пĕлÿпе пĕрле тивĕçлĕ воспитани те илме пултарнине çирĕплетет çакă.
Ольга Баринова – И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн студентки. Шкулта вĕреннĕ чухнех “Елчĕк ене” тĕрлĕ заметкăсемпе тĕрленчĕксем çырнăскер, 2005 çулта район хаçатĕнче вĕренÿ практикинче те пулнăччĕ. Тимлĕ вулакансем унăн ятне хаçатра час-часах асăрхама пултарнă.
Оля Бариновăна эпĕ 5-11-мĕш классенче вĕрентнĕ. Сăпайлă, йăваш кăна хĕр ачаччĕ вăл. Илемлĕ литература вулама кăмăллатчĕ хăй. Сăмах май каласан, илемлĕ литература тесен Ольăпа пĕр класра вĕренекенсем каçсах каятчĕç, тĕрлĕ хайлав нумай вулатчĕç, вĕсенчи сăнарсем пирки тавлашатчĕç. Çавăнпа çак класпа ĕçлеме питĕ интереслĕ те çăмăлччĕ.
Оля пысăках мар сăвăсем çырма ăстаччĕ. Çак пултарулăх унра çулран-çул туптансах пычĕ. Киле сочинени çырма парса ярсан хĕр яланах сăвăласа çырса килетчĕ. Ĕçе тĕплĕ тăватчĕ. Чĕлхене илемлетекен мелсемпе мĕнле усă курмаллине ăша хыватчĕ. Аслăрах классене çитсен Оля проза çине куçрĕ, чĕлхе туйăмĕ пурччĕ унра.
Хам ĕçре эпĕ ачасене хаçат-журналпа туслаштарассине тĕп вырăна хуратăп. Çавна май тÿлевсĕр пулсан та “Çамрăк талант” кружок ертсе пынă, юнкорсен ăсталăх шкулĕн сехечĕсене ирттернĕ. Тăван чĕлхепе сăмахлăх урокĕсене ачасем чăтăмсăррăн кĕтни вĕсемпе ытларах ĕçлеме хавхалантаратчĕ. Мĕн тери савăнатчĕç вĕренекенсем хăйсен хайлавĕсем пĕрремĕш хут хаçат-журналта кун çути курсан. Çав хавхалану вара хăшне-пĕрне пулас професси суйлама та пулăшатчĕ. Ольăпа та çаплах пулчĕ. Шкул пĕтернĕ çĕре çамрăк хĕр ăçта каясси пирки пĕртте иккĕленмерĕ: журналист пулмалла. Халĕ Оля 4-мĕш курс студентки. Пĕр вăхăтрах ĕçлет те, вĕренет те вăл. Нумаях пулмасть “ЧПУ: Çын, гражданин, ученăй” конкурсра студентсен “Чÿрече умĕнче” кăларăмĕ “Çамрăксен чи лайăх передачи” номинацире çĕнтернĕ. Оля – çав кăларăмăн ертÿçисенчен пĕри. Чăваш передачисене куракансем Ольăна сенкер экран çинче темиçе хутчен те асăрханă ĕнтĕ. Пĕр тĕл пулура тепĕр вăрттăнлăха та уçрĕ çамрăк журналист. Вăл Н.Сидоров драматургăн “Арсем” пьеси тăрăх лартнă киносценарире ÿкерĕнет. “Аксар” киностуди тăрăшнипе кĕçех çак фильмăн дискĕ çырăнса тухмалла.
Ĕлĕкхи Пăлхар тапхăрĕнчен пуçласа паянхи кунччен ар-çынсен пурнăçри вырăнĕ пирки фильм, вĕсем чăвашлăха мĕнле упраса пыни çинчен.
Оля ку кинора Элькÿл çамрăк хĕр рольне вылять. Хăш-пĕр эпизодсене хамăр районти Аслă Таяпа хулашĕн тавра-шĕнче те ÿкереççĕ. Режиссерĕ – В.Иовлев.