Алла усмасан ÿсĕм пулатех
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи культура çуртне 1987 çулта хута янă. Вăл районта чи пысăкки.
Кашни çĕрти пекех, культура ĕçĕн те хăйне кура кăткăслăхĕ, ответлăхĕ тата йывăрлăхĕ пур. Культура çуртне лайăх ĕçлеттерсе, унта çÿрекенсен пушă вăхăтне хаваслă, усăллă ирттерсе савăнăç, телей кÿресси – пирĕн тĕп тивĕç. Пĕрре те çăмăл мар çакăн пек пысăк çурта таса, тирпейлĕ тытса ăна вăхăтра юсаса тăма.
Тăтăшах çĕннине шыранипе, ялти активистсем пулăшса пынипе паян эпир районта лайăххисен шутĕнче.
Тĕрлĕ хаваслă мероприятисене ытларах çамрăксене явăçтарма тăрăшатпăр. Ача-пăча, яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр, вĕсен чун-чĕринче патриотла туйăм аталантартăр тата хăйсен тавра курăмне, культура шайне ÿстерччĕр тесе тимлетпĕр эпир.
Кану центрĕнче тĕрлĕрен кружоксем ĕçлеççĕ. “Чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев каланă “Чăвашсен çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах тата çĕр пин тĕрĕ” каларăшне тĕпе хурса çамрăксене чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркисене, юррине-ташшине вĕрентсе пырасси пирĕн тивĕç”, – тет культурăпа кану центрĕн директорĕ Ольга Муравьева. Кану центрĕнче аслисен тата ачасен фольклор ушкăнĕсене йĕркелесе янă. Çавăн пекех хор, театр, спорт кружокĕсем, тĕрлĕ саслă инструментсен ансамблĕ таврара ырă ятпа палăрнă. Кану центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ коллективсем районта, республикăра иртекен конкурссене тата уявсене яланах хутшăнаççĕ, вĕсенче тивĕçлĕ вырăнсем йышăнаççĕ.
Ватăсене те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ялти ваттисен çуртĕнче пурăнакансен патĕнче хăнара пулатпăр. Тĕл пулусенче “Ватлăх кантăкран пăхсан”, “Мĕн сунар-ши сире, ватăсем?”, “Канлĕ ватлăх” юрă саламĕсемпе савăнтаратпăр вĕсене.