Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурс иртрĕ

2008 çулхи “Районти чи лайăх ĕç сыхлавĕн специалисчĕ” конкурс иртрĕ. Унта предприятисемпе организацисенчи ĕç сыхлавĕн 12 специалисчĕ хутшăнчĕ. Конкурса хутшăннисем ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Ĕç вырăнĕнче сусăрланнă çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панине, инкексен сăлтавĕсене мĕнле тĕпчессине, ĕç сыхлавĕн инструкцийĕсене туса хатĕрлессине, пушартан тата электричество вăйĕпе усă курнă чухне мĕнле асăрханмаллине кăтартса пачĕç. Ĕçлекенсене ятарлă тумтирпе тивĕçтересси, вăхăтра медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе вĕрентÿ йĕркелесси пирки те специалистсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Тепĕр тапхăрта конкурсантсем “Ĕç сыхлавĕн паллисем тата вĕсен тĕсĕсем” викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

“Комбайн” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Геннадий Ильин конкурсра чи нумай балл пухса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Вăл 2008 çулхи “Районти чи лайăх ĕç сыхлавĕн специалисчĕ” ята тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – “Промсервис” НПО ХАО ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Николай Григорьев, виççĕмĕш вырăнта “Марс” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Фиргат Ганеев. Çĕнтерÿçĕсене тата призерсене Хисеп грамотисем, парнесем парса чыс турĕç. 2008 çулхи “Районти чи лайăх ĕç сыхлавĕн специалисчĕ” ята çĕнсе илнĕ Геннадий Ильин республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăнать.



"Елчĕк Ен"
01 апреля 2008
00:00
Поделиться