Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк шкулне – 130 çул

Вăхăт сисĕнмесĕрех малалла шăвать, Елчĕк шкулĕ 100 çул çитнине уявлани нумаях та пулмасть пек туйăнать. Акă ĕнтĕ умра унăн 130 çулхи юбилейĕ.

Шкулăн историне тишкернĕ май ăна чăвашсен паллă просветителĕн И.Я.Яковлевăн ячĕпе çыхăнтарас килет, мĕншĕн тесен вăл Иван Яковлевич пуçарăвĕпе уçнă шкул шутланать.

XIX ĕмĕрĕн пуçламăш çулĕсенче чăваш халăхĕн çырăва вĕреннĕ çыннисем питĕ сахал пулнă. Чиркÿ çумĕнчи шкулсем 40-50-мĕш çулсенче кăна унта-кунта уçăлнă. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе çутта кăлармасăр та май килмен. Чăвашсемпе ытти вак халăхсене православи тĕнне вĕрентмелле пулнă, çĕршыва аталантарма та вĕреннĕ çынсем кирли палăрнă. Çавна пула патша правительствин хăйĕн политики енне илĕртме ирĕксĕрех чеерех мелсем шырама тивнĕ, вырăс мар вак халăхсене пуçламăш пĕлÿ пама шутланă. 1875 çулта Ильминский профессор сĕннипе Хусан вĕрентÿ округĕнчи чăваш шкулĕсемпе ĕçлеме И.Я.Яковлева инспектор пулма уйăрса лартаççĕ. Иван Яковлевич, ачаран нушаланса паллă çын пулма пултарнăскер, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн ырми-канми ĕçлеме пикенет. Чăваш шкулĕсен инспекторĕ пулма çи-рĕплетнĕ хыççăн 2 çултан, 1878 çул пуçламăшĕнче, И.Я.Яковлев шкул уçас тĕллевпе пасарлă Кĕçĕн Ел-чĕке çитет.

Хусан кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен инспекторĕн тăваттăмĕш уйрăмĕ 1878 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнчи 36-мĕш номерлĕ хушăвĕпе Теччĕри ученăй Совета 1878 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Кĕçĕн Ел-чĕкре урăх халăхсен (чăвашсен) пĕр класлă пуçламăш шкулне уçни çинчен пĕлтерет. Çапла вара кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк шкулĕ 130 çул тултарать. Пĕрремĕш учитель пулма Теччĕ уес училищине пĕтернĕ Патреккел çыннине Александр Никифорович Доброхотова уйăрса лартаççĕ. Шкула ертсе пыма Патреккел чиркĕвĕн пупне Миролюбова хушаççĕ.

И.Я.Яковлев Кĕçĕн Елчĕкри шкул пурнăçĕпе тăтăшах интересленсе тăнă. 1881 çулта Елчĕк шкулĕ пуçласа ачасене вĕрентсе кăларать. Экзаменсем тытнă çĕре Иван Яковлевич хăй те килет, ачасен пĕлĕвĕпе кăмăллă юлать. Лайăх вĕренсе тухнă çамрăксене Чĕмпĕрти Чăваш шкулне вĕренме пыма сĕнет.

1901 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче И.Я.Яковлев тăрăшнипе чăвашсен Кĕçĕн Елчĕкри пĕр класлă шкулĕнчен икĕ класлă училище туса хураççĕ, унта пурĕ 6 çул вĕренмелле пулнă. Шкула Хусан, Чĕмпĕр кĕпĕрнисенчи Теччĕ тата Пăва уесĕнчи ачасене те вĕренме илнĕ. Нумай çамрăк кунтан вĕренсе тухнă хыççăн Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнче вĕренсе учитель пулса ĕçленĕ, хăшĕсем тĕрлĕ çĕрте рабфак пĕтерсе Мускаври, Хусанти аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ.

1934 çултанпа Елчĕкре вăтам шкул ĕçлеме тытăнать. Унăн воспитанникĕсем хушшинче паллă çынсем нумай. Вĕсен йышĕнче истори наукисен докторĕ И.Д.Кузнецов (Вырăскасси), ял хуçалăх наукисен докторĕ Н.А.Буйновский, медицина наукисен докторĕ Ю.С.Сергеева (Елчĕк), тĕнчипе паллă педагогика наукисен докторĕ Г.Н.Волков академикпа унăн шăллĕ, медицина наукисен докторĕ А.Н.Волков (Аслă Елчĕк) т. ыт. те.

Паллă ĕнтĕ, ачасене шкулта вĕренме юрăхлă условисем туса панинчен те ĕç пахалăхĕ нумай килет. Шкул базине лайăхлатас енĕпе тĕрлĕ çулсенче К.Е.Веков, С.А.Зайцев, П.Н.Салмин, О.А.Сазонов, П.Н.Чернов, Г.В.Ястребов, А.А.Данилов нумай вăй хунă.

Шкулăн çулĕ те самаях, унта ĕçленĕ тăрăшуллă учительсен йышĕ те сахал мар. Елчĕк шкулĕнче çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе 30-40 çул ытла тимленĕ учительсен йышĕнче РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ И.П.Марков, Чăваш АССР, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем Е.И.Жирнова, Е.А.Уфукова, Л.М.Таллерова, Т.И.Сергеева, И.С.Сергеев, В.Л.Бобин, З.Ф.Горшкова, Р.В.Теллина, И.Н.Ястребова, Г.В.Прохоров, СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов, çут ĕç ĕçченĕсен отличникĕсем А.И.Игнатьев, Н.А.Маркова, А.С.Пушкин. В.В.Вишневская, Г.П.Петрова, З.И.Краснова, А.А.Сайкин, Н.Е.Москов-ский, Е.Г.Кузьмина, Л.Е.Чернова, А.П.Грибова, Р.П.Солина, Ф.Е.Игнатьев, А.И.Богданов, З.В.Кузьмина, А.Н.Карсакова, В.П.Московская, В.А.Мальцева, Ю.И.Степанова, А.И.Макова, Е.И.Баранова, И.Ф.Нягин. Аслă категориллĕ учительсем Г.В.Ястребовпа Л.П.Молодова тата ытти вĕрентекенсем те шкул ĕçĕнче тарăн йĕр хăварнă.

Юлашки çулсенче Елчĕк вăтам шкулĕн ĕçĕсем тата сумлăрах енĕпе палăрса тăраççĕ.

2005 çулта шкул коллективĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пĕр миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илме пултарчĕ. Шкул бази те тата ытларах пуянланчĕ, база шкулĕ пулса тăчĕ.

Аякри ялсенчи ачасене ятарлă шкул автобусĕсем турт-тараççĕ, компьютер класĕсем ĕçлеççĕ, Интернетра шкулăн хăйĕн сайчĕ пур. Педагогсен коллективĕ çултан-çул çамрăкланса, çĕнелсе пырать. Раççей Федерацийĕн пĕлÿ ĕçченĕсен хисеплĕ çыннисемпе аслă категориллĕ учительсен йышĕ те ÿссех пырать. Çак коллектива паянхи кун Елчĕк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă аслă категориллĕ учитель, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ Л.Н.Васильева ертсе пырать.

...И.Я.Яковлевăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пултарнă тĕслĕхсенчен пĕрне Елчĕк вăтам шкулĕн ĕçĕсемпе çирĕплетме пулать.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкул 130 çул çитнине савăнăçлă лару-тăрура уявлама палăртнă. Пурне те чун-чĕререн çак уява йыхравлатпăр.



"Елчĕк Ен"
01 апреля 2008
00:00
Поделиться