Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç
Районти культурăпа кану центрне “Самый классный классный” конкурс çĕнтерÿçисене чыслама йышлăн пухăннă. Вĕрентекенсем çеç мар, вĕренекенсем те хăйсен юратнă ертÿçисене саламлама, тав тума килсе çитнĕ.
Конкурса Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕсем В.Николаевпа Т.Герасимова ертсе пычĕç. Пухăннисен умĕнче чи малтанах райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Катюкова тухса калаçрĕ. Вăл “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çак конкурс виççĕмĕш çул иртнине, унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿснине пĕлтерчĕ. Çакăн евĕрлĕ конкурсăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăкки куç кĕретех. Чи тăрăшуллă, пултаруллă класс ертÿ-çисене хавхалантарма, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма, воспитани ĕçне вăйлатма май парать те çак тупăшу.
Вера Петровна конкурса хутшăннă кашни педагога дипломсем, çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чысларĕ. Кĕçĕн, вăтам, аслă классен, 25 çултан иртмен класс руководителĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă В.Молоствова (Елчĕк), Е.Смирнова (Курнавăш), Л.Алексеева (Кивĕ Эйпеç), П.Кузнецов (Чăваш Тăрăм) хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, шкул коллективĕсене, хăйсем ертсе пыракан класс ачисене тав турĕç. Çĕнтерÿçĕсемшĕн çак кун уйрăмах асра юлĕ. Тĕрлĕ номинацире палăрнисене саламлама ĕçтешĕсем, вĕренекенсем килни те уяв самантне чĕрĕлĕх кÿчĕ.
Ачасен “иккĕмĕш амăшĕсен” ячĕпе Н.Кузьмина, Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕн-чи арçынсен ушкăнĕ (солисчĕ Н.Малышкин), Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсем, Л.Траншкина, М.Демьяновăпа И.Шурбин юрланă юрăсем, “Грация” ташă фестивалĕн çĕнтерÿçисен ташшисем вĕрентекенсен асĕнчен часах тухмĕç.
Район çĕнтерÿçисем Елчĕк чысне республикăра лайăх хÿтелессе шанса тăратпăр. Вĕсем чăннипех те хăйсен тивĕçне, ĕçне чунтан парăннăскерсем.