Тĕп вырăнта – халăх пурнăçне лайăхлатас ыйтусем
“Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн 2007 çулхи тĕп кăтартăвĕсем тата 2008 çулхи тĕп тĕллевсем çинчен” район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнă-вĕсен пайĕн ертÿçи Л.Дмитриева доклад туса пачĕ. Çак ыйтăва докладчик “Елчĕк ен” хаçатăн кăçалхи нарăсăн 2-мĕшĕнче тухнă номерĕнче тĕплĕн çутатнăччĕ. Çавăнпа тĕп самантсене çеç тепĕр хут аса илтерĕпĕр. Районти предприятисем 2007 çулта хальхи хаксемпе 87491, 6 пин тенкĕлĕх (102, 6 процент) промышленность продукцийĕ туса кăларнă. Промышленность аталанăвĕн никĕсне “Елчĕкри сыр пĕçерекен завод” ОАО, “Елчĕк крахмалĕ” агрофирма”, “Елчĕкри çăкăр завочĕ”, “Кирпич” ОООсем, НПО “Промсервис” ЗАО хывнă. Агропромышленность комплексĕнче ĕçлекен 24 ял хуçалăх предприятийĕ, ял хуçалăхĕн 12 потребитель кооперативĕ, 39 хресчен (фермер) хуçалăхĕ пĕлтĕр 31515 тонна тĕш тырă, 8655 тонна çĕр улми, 2008 тонна пахча çимĕç, 1718, 6 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе), 10745, 4 тонна сĕт туса илнĕ. Аш-какай туса илесси, 2006 çулхипе танлаштарсан, 92, 8 процентпа, сĕт 105, 7 процентпа танлашнă. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2006 çулхи шайран 4, 2 процент ÿснĕ, сыснасемпе лашасен йышĕ чакнă. Ял хуçалăхĕнче техника туянасси ÿсет, фермăсене реконструкцилеççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ. 2007 çулта укçа-тенкĕн пĕтĕм çăл куçĕпе усă курса тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисем 349200 пин тенкĕлĕх капиталлă строительство ĕçĕсем пурнăçланă, çав шутран 154734 пин тенкĕлĕх производство объекчĕсем, 194466 пин тенкĕлĕх производствăпа çыхăнман объектсем ĕçе кĕртнĕ. Капиталлă ĕçсен шайĕ 1, 8 хут ÿснĕ. Докладчик социаллă аталанури, пĕчĕк бизнеспа потребитель рынокĕнчи, социаллă политикăри лару-тăрăва тишкерсе хак пачĕ, 2008 çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. “Районăн 2007 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен çулталăк отчетне çирĕплетесси” тата “Районти Депутатсен Пухăвĕн “Елчĕк районĕн 2008 çулхи бюджечĕ çинчен” йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен” ыйтусемпе район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова тухса калаçрĕ. |