Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пулăшушăн тав тăваççĕ

Кăçал ялти тĕслĕх библиотекăра, культура çуртĕнче йĕркелекен пĕтĕм мероприятие Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров палăртнă Ырă ĕçсен çулталăкне халаллатпăр.

Ырăлăх, кăмăл-сипет тĕлĕшĕпе çыхăннă ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене аса илес, вĕсене ача-пăча ăс-тăнĕ-нче яланлăхах çирĕплетсе хăварас тĕллевпе ялти шкулта вĕренекенсемпе ырăлăх сехечĕ йĕркелерĕмĕр. Тĕл пулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ тесе шутлатпăр. Ачасемпе куçа-куçăн курса калаçни чун-чĕрере ырă туйăмсем çуратрĕ.

Вырăссен паллă писателĕн М.Пришвинăн çут çанталăк çинчен çырнă калавĕсене тишкерни те ачасен асĕнче нумайлăха тăрса юласса шанса тăратăп. Мĕншĕн тесен вĕсенче пуринче те ырă пулма вĕрентсе каланисем яр уççăн йĕрленеççĕ.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ ырă çынсем хăйсен пулăшăвне пани те савăнтарать. Хальхи вăхăтра Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи пулса ĕçлекен Аркадий Дергачев хăй çуралса ÿснĕ тăван ялĕнчи – Шуршури, Чăваш Тăрăмĕнчи тата Аслă Таяпари культура çурчĕсене музыка центрĕсем парнелерĕ. Аркадий Аверкиевичăн ырă кăмăлне ялсенчи çамрăксем пысăка хурса хакларĕç. Аслă юлташĕн пархатарлă ĕçне курса вĕсем те ырă çын пулса ÿссе çитĕнессе шанас килет.

Ырă сăмах кирек камăн кăмăлне те çĕклет. Уйрăмах ватăсене чун ăшши кирлĕ. Çакна ăнланса вырăнти ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе ялти культура ĕçченĕсем вĕсене тĕрлĕ енлĕн хавхалантарма тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе, нумай кирлĕ-и вĕсене савăнма; Çынна ырă туни çĕре ÿксе çухалмастех. Ватăсене пулăшни – сăваплă ĕç.



"Елчĕк Ен"
28 марта 2008
00:00
Поделиться