Çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçармасть
Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки водительсене те, çуран çÿрекенсене те хаçат урлă, ĕç, вĕренÿ коллективĕсенче пулса тăтăшах асăрхаттаратпăр. Анчах йĕркене пăснă тĕслĕхсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче çеç 10 водителе административлă майпа явап тыттарма, вĕсенчен 3-шне административлă майпа арестлеме тиврĕ. Елчĕкре пурăнакан А.П.Амурова (1985 ç. ç.), Аслă Елчĕкри Ф.Н.Егоркина (1987 ç. ç.) транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк паракан правасăр, А.Ю.Петрушкина (1984 ç. ç.) правине туртса илнĕ пулсан та руль умне ларнăшăн 3, 5 тата 4 талăка административлă майпа арестленĕ. Ÿсĕрле транспорт хатĕрĕ çине ларса çула тухнăшăн вара Патреккелти Н.А.Маркова (1981 ç. ç.), Д.А.Можаева (1987 ç. ç.), Шăмалакри Ю.Г.Усанова (1963 ç. ç.), Кĕçĕн Таяпари Н.В.Козлова (1968 ç. ç.), Курнавăшри А.С.Николаева (1972 ç. ç.), Аслă Елчĕкри В.З.Елкина (1972 ç. ç.), Яманчÿрелти Э.А.Краснова (1974 ç. ç.) явап тыттарнă. Юлашкинчен манăн çакна палăртса калас килет: çул-йĕр çинче аварисене чакарасси, инкек-синкекрен пăрăнасси йăлтах хамăртан килет. Çавăнпа та водителĕн те, çуран çÿрекенĕн те пĕр-пĕрне хисеплемелле, дисциплинăна пăхăнмалла. Водительсене вара çапла палăртса калас килет. Сирĕн аллăрта руль анчах мар, çынсен пурнăçĕ те. Çул-йĕр тимсĕрлĕ-хе каçармасть. |