Ял клубĕсене çĕнĕлĕх кĕтет
Культура пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшли – пурлăхпа техника базине пуянлатасси, вĕсен творчествăлла тата информациллĕ пĕлтерĕшне ÿстересси, халăхăн йăлана кĕнĕ культурине сыхласа хăварса аталантарасси.
Халăх промыслипе ремеслине аталантарас ĕç малалла тăсăлать. Элекçей Тимешри ремесла çурчĕн директорĕ Б.Пятаков чăваш халăх музыка инструменчĕсене чĕртсе тăратас тата чăваш халăхĕн ăс-тăн пуянлăхне пропагандăлас тĕлĕшпе нумай вăй хурать.
Çавăн пекех “Левша” пултарулăх ушкăнĕ таврана ырă ят сарнă. Вырăскассинчи “Ахах пĕрчи” пултарулăх лабораторийĕн ĕçченĕсем тăрăшулăхпа палăраççĕ.
Паян районта культура учрежденийĕсене реструктуризацилес ĕç планпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Финанспа хуçалăх хутшăнăвĕсен системине çĕнетес, уйрăмах тухăçлă формăсене тата организаципе структура улшăнăвĕсенчи мелсене шырас ĕç малалла тăсăлать. Ялта культура шайĕ йĕркеленет, пулăшу парасси ÿсет, хăтлăхпа культура пуянлăхĕсемпе туллин усă курма май паракан енсем палăраççĕ.
Елчĕкри культурăпа кану центрĕ, Аслă Елчĕкри, Аслă Таяпари культура çурчĕсем, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Пăла Тимешри кану центрĕсем, Лаш Таяпари культурăпа кану центрĕ тата ыттисем те малашлăхлă клуб учрежденийĕсем шутланаççĕ. Вĕсен бази çинче паянах тĕслĕхлĕ культурăпа кану учрежденийĕсем уçма пулать.
Культурăпа кану сферинче партнер хутшăнăвĕсене аталантарас, пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусемпе тухăçлă усă курас, информацисене оперативлă майпа улăштарас тата клуб ĕçне çĕнĕ шухăшсем, социокультура программисем кĕртес тĕллевпе клуб ĕçченĕсем хушшинче “Делу время, потехе – час!” олимпиада иртрĕ.
Паянхи культработникăн мероприятисене тивĕçлĕ шайра ирттернипе пĕрлех культура лару-тăрăвне йĕркелеме, çыннăн творчество енĕсене аталантарма условисем туса пама пĕлмелле. Çавна май клуб ĕçченĕсен тата халăх пултарулăх коллективĕсен ертÿçисен квалификацине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Елчĕкри культурăпа кану центрĕ тата Елчĕк районĕнчи ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека районти культура учрежденийĕсене информаципе методика пулăшăвĕ па-раççĕ, ĕçе йĕркелеме, пултарулăха аталантарма пулăшаççĕ. Методистсем клубпа кану учрежденийĕсен ĕçне çĕнĕ-лĕхсемпе пуянлатас тата пулăшу парас тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ.
“Чăваш енĕн 2007 çулхи культура территорийĕ” титула, “Тискер уй-2007” историпе культура аваллăхне упраса хăварасси тата аталантарасси” инноваци проекчĕпе ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илни, культура пулăмĕсен марафонне, Атăл тăрăхĕнчи çарпа истори клубĕсен регионсем хушшинчи 3-мĕш фестивальне ирттерни районшăн çеç мар, Чăваш Республикин культура пурнăçĕнче палăрăмлă йĕр хăварчĕç. Иртнĕ çул культура пулăмĕсен марафонĕнче Чăваш Республикинчи мĕнпур театр пирĕн районта гастрольпе пулчĕ. Спектакльсемпе концертсем пурте тулли залсемпе иртрĕç.
2007 çулта район пуçлăхĕн грантне тивĕçес тĕллевпе инноваци проекчĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта хальхи вăхăтри питĕ кирлĕ ыйтусене, социокультура задачисене татса пама çĕнĕлĕхсемпе, шухăш хăйне евĕрлĕхĕпе, çĕнĕлĕх технологийĕсемпе усă курнине шута илнĕ. Чи лайăх проект “Пĕчĕк ачасен пысăк хуйхисем” (ертÿçи – Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн директорĕ Г.Гри-горьева) регионсем хушшинчи “Лидер клубных инноваций – 2007” конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.
Районти конкурсра Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ П.Смирнов ертсе пынипе йĕркеленĕ “Грация-2007” проект иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кăçал вăл районти мероприяти шутланать.
Елчĕкри культурăпа кану центрĕн “Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн” проекчĕ (ертÿçи – М.Демьянова) культурăпа спорт мероприятийĕсене пĕрлештернĕ май çамрăксене воспитани пама тивĕçлĕ.
Элекçей Тимешри ремесла çурчĕн “Ремесла тата хальхи пурнăç” (ертÿçи – Б.Пятаков), Чăваш Тăрăмĕнчи клубăн “Пан улми сачĕ” (ертÿçи - С.Блинова) проекчĕсене те жюри чле-нĕсем лайăх енчен палăртрĕç.
Проект хатĕрлесси – культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçĕнчи çĕнĕлĕх. Йывăрпа пулин те çак тĕлĕшпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Ертÿçĕсем проектсене аталанма майсем, хушма укçа-тенкĕ панине, вĕсене пурнăçа кĕртни вара çĕнĕ меро-приятисем йĕркелеме пулăшнине ăнланма пуçларĕç. Информаци технологийĕсене аталантарни вулакансене пулăшу парас ĕçе татах та анлăлатать.
Ял çыннин культурăллă канăвне йĕркелесе концертсемпе спектакльсем, тематикăлла тата илĕртÿллĕ программăсем, тĕрлĕ уяв нумай ирттеретпĕр. Ял тăрăхĕсем хушшинчи пултарулăх ушкăнĕсен “Хавхалану çăл куçĕ” смотр-конкурсне, Юр пикепе Хĕл Мучин районти слетне, “Ачасем ăсталанă теттесем” курав-конкурсне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ачасемпе çамрăксен драма ушкăнĕсем хушшинчи, агитбригадăсен “Юрлать савнă ялăм” ра-йонти смотр-конкурсĕсем те çÿллĕ шайра иртеççĕ. Эстрада юррисене юрлакансен “Елчĕк ен çăлтăрçисем” районти фестиваль, сценарисем хатĕрлекенсен “Эпĕ – маçтăр” районти конкурсĕ те куракансен кăмăлне туллин тивĕçтереççĕ. Ра-йон пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн культура сферинче инноваци проекчĕсем хатĕрлес конкурса хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. “Аван-и, тăван ялăм;” пĕчĕк ял уявĕсене те халăх питĕ хисеплет, кăмăлтан хутшăнать. Раççейри çамрăксен кунне халалланă Елчĕк районĕнчи фестивале нумай çамрăк хаваспах хутшăнать.
Елчĕкри халăх театрне, Патреккелĕнчи халăх хорне, Вырăскассинчи халăх фольклор ушкăнне таврара пурăнакансем пурте лайăх пĕлеççĕ. Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан Патреккел халăх хорĕ иртнĕ çул хăйĕн 85 çулхи юбилейне чаплăн паллă турĕ. Асăннă коллектив республикăри юрăпа ташă ансамблĕсен “Çĕр пин юрă тата ташă çĕршывĕнче” уява хутшăнма тивĕç пулчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи Николай Краснов юрăçă, купăсçă республикăри çемьесен халăх пултарулăхĕн “Эпĕ, эсĕ, вăл пĕрле – пурте туслă çемьере” фестивальте, республикăри “Янра, купăс” уявра Елчĕк районĕн чысне хÿтĕлеме пултарчĕ.
Чăвашсемпе тутарсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр. Районти 53 ялтан иккĕшĕнче – Сăрьелпе Пикшикре 700 ытла тутар пурăнать. Вĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ меро-приятисем йĕркеленеççĕ.
Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Тантăш” фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи юрă-кĕвĕпе, йăла-йĕркесемпе туслă çынсене пĕрлештерсе тăрать. “Раштав юмахĕсем”, “Пĕррехинче, хĕл сиввинче”, “Çăварни вăййисем”, “Мыскараллă икерчĕ”, “Сывă пул, Хĕл, ална пар, Çуркунне”, “Хаваслă Мăнкун” уявсем “Тантăш” ушкăнăн юрри-ташшипе яланах пуян. Ачасен фольклор ушкăнĕсем çулсеренех “Пĕчĕк çеç путене” фестивале нумай йышпа, кăсăклă программăпа хутшăнни паха. Пĕлтĕр Патреккел халăх хорĕ çумĕнчи “Алмакай” ача-пăча фольклор ушкăнĕ чи ла-йăххи ята çĕнсе илчĕ (ертÿçи – Г.Борисов).
2007 çул тĕлне культура учрежденийĕсен 81, 9 проценчĕ çут çанталăк газĕпе хутса ăшăнать. Аудио, видеоаппаратурăпа усă курас ĕç, укçа-тенкĕпе çыхăннине пула, кирлĕ пекех пулса пырайманнине пытарма çуках. Çавна май мероприятисем ирттернĕ чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ. Культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттересси те кирлĕ пек пулса пымасть. Çапах та йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмаççĕ культработниксем. Аслă Ел-чĕкри, Елчĕкри культура çур-чĕсенче тăрăшакансем иртнĕ çул самай вăй хунă. Çирĕклĕ Шăхальсемпе Тĕмерсем, Хă-вăлçырмасемпе Лаш Таяпасем те юсав ĕçĕсем тума майсем çитернĕ. Ыттисем те вĕсенчен кая юлас темен, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тĕрлĕ аппаратура туяннă.
Пурнăçламалли ĕçсен вĕçĕ-хĕрри те çук. Культура ĕçченĕсен яланах çĕнĕлле вăй хумалла, кулленхи ĕçе менеджмент тата маркетинг мелĕсемпе килĕшÿллĕн туса пымалла, çав вăхăтрах тирпейлĕхпе илемлĕх çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Умри плансем çав тери пысăк. ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне пурнăçа кĕртессишĕн хамăртан килнине пĕтĕмпех тума хатĕр эпир.