Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сцена çинче - ял артисчĕсем

Пуш уйăхĕнче районта йăлана кĕнĕ театр фестивалĕ иртет. Ăна “Театр тĕнчинче” ят панă. Кашни ялти культура çурчĕ çумĕнчи драма коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Районти халăх театрĕн режиссерĕ Л.Траншкина пĕлтернĕ тăрăх, виçĕ ял тăрăхĕнче вырнаçнă драма коллективĕсем Кавалта, Çĕнĕ Пăвара, Хăвăлçырмара спектакльсем лартнă та. Уйрăмах Çĕнĕ Пăвасен “Хĕрĕме калам, кинĕм илт”, Тăрăмсен “Кулăш кушелĕ” спектаклĕсенче вылякансем ăста пулнă. Çĕнĕ Пăвари А.Емельянова, Вырăскассинчи Д.Веков сăнарсене уçăмлă вылянине палăртнă. Çавăн пекех Кÿлпуç çамрăкĕсем те сцена çинче хăйсене артистсем пек тытма пуçлани кăмăла çĕклет.

Фестиваль малалла тăсăлать. Пĕтĕм тĕнчери театр кунне халалласа районти культурăпа кану центрĕн сцени çинче район центрĕнчи культработниксем те Елчĕксене çĕнĕ спектакльпе савăнтарасшăн.

Ял çыннисен, ачасен пултарулăхне тупса палăртас, аталантарас тĕллевпе ирттерекен фестивалĕн усси пысăк. Çулран-çул çĕнĕ çынсем хутшăнаççĕ унта. Артистсен ăсталăхĕ самаях ÿсни курăнать.



"Елчĕк Ен"
25 марта 2008
00:00
Поделиться