Ĕçлекен граждансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ
Обязательнăй медицина страхованийĕн системинче страхланнă ĕçлекен мĕнпур çын, мĕнле формăллă организацинче ĕçленине пăхмасăр, 2008 тата 2009 çулсенче хушма диспансеризаци витĕр тухмалла.
Унсăр пуçне хушма диспансеризаци витĕр тухнă чухне пулакан тăкак нормативне ÿстернĕ: 2007 çулта пĕр гражданиншăн 540 тенкĕ уйăрнă пулсан, 2008 çулта 974 тенкĕ, 2009 çулта – 1042 тенкĕ.
Диспансеризаци витĕр тухнă чухне çак врач-специалистсем тĕплĕн тĕрĕслеççĕ: терапевт (участокри врач-терапевт е пĕтĕмĕшле практика врачĕ), акушер-гинеколог, невролог, уролог (арçынсем валли), хирург, офтальмолог, эндокринолог.
Иртнĕ çулсенчи пекех лаборатори тата функци тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ: юн, шăк анализĕ памалла, юнри холестерин, сахăр шайне тĕрĕслеттермелле, электрокардиографи тумалла, флюорографи витĕр тухмалла (2 çулта 1 хут), маммографи тутармалла (40 çултан иртнисене 2 çулта пĕр хут).
Чире вăхăтра тупса палăртас тата профилактика тăвас тĕллевпе хушма анализсем парассине те диспансеризацие кĕртнĕ.