Эрехпе иртĕхни ырăпа вĕçленмест
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Елчĕкри Кузьминсен хваттерĕнче 1961 çулта çуралнă, çĕçĕпе суранланнăран пурнăçран уйрăлнă кил хуçин ÿтне тупнă. Асăннă фактпа РФ Уголовлă кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем Кузьмина мăшăрĕ вĕлернине тупса палăртнă.
Хальхи вăхăтра çак ĕçе Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следстви управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи следстви пайĕн аслă следователĕ В.Ярушкин тĕпчет. Тĕпчев упăшкипе арăмĕ маларах та час-часах эрех-сăрапа иртĕхнине, ÿсĕрле пĕр-пĕринпе çапăçу-харкашу пуçарнине, пĕр-пĕрин çине пĕрре мар алă çĕкленине кă-тартса панă. Саккунпа килĕ-шÿллĕн, асăннă преступленишĕн 6 çултан пуçласа 15 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Айăплав срокне суд татса парĕ.