Апатпа кирлĕ таран, пĕлсе усă курмалла
Выльăх апачĕн пахалăхĕ иртнĕ çулхинчен аванрах. Хальхи голштин ăратлă пысăк продуктивлă ĕнесене шăпах лайăх пахалăхлă апатпа çеç тăрантармалла. Улăм ай сарăмĕ валли анчах пулмалла. Кашни çулах нумай фермăра утă çитмест. Пысăк пахалăхлă утă хатĕрлес тесен козлятник акса çитĕнтермеллине хуçалăхсенче лайăх ăнланаççĕ. Ăна “Комбайн”, “Победа”, “Прогресс” хуçалăхсенче çу каçипе 2-3 хут çулса пахалăхлă утă туса илеççĕ. “Арланово”, “Рассвет” хуçалăхсенче те козлятник анисем пур. Сенаж, силос çителĕклĕ хатĕрлеме кукуруза çитĕнтерни вырăнлă. Тухăçĕ пысăк, унра сахăр хисепĕ те нумай. Çĕнĕ технологипе усă курса, кукурузăн сортне пĕлсе аксан унран тĕш тырă сенажĕ те туса илме пулать. Унăн тутлăлăхĕ нумай çул ÿсекен курăкран палăрмаллах пысăк. Нимĕç пăр-çинчен тĕш тырă сенажĕ хатĕрлени те – паха апат. Çуллахи вăхăтра кĕтĕве çитерме ферма çывăхне ятарлă курăк, райграсс тата шурă клевер хутăшĕ аксан аван. Çакăн пек курăк анисем “Комбайн”, “Прогресс” хуçалăхсенче пур. Выльăх-чĕрлĕхрен ытларах тупăш илес тесен вĕсене тĕрĕс, пĕтĕм кирлĕ микро-макроэлементсемпе, витаминсемпе пуян, шайлаштарнă рационпа тăрантармалла. Рационра белок 1 процент анчах ан çиттĕр, продуктивлăх 3 процент чакать. Маларах та палăртнăччĕ, юлашки çулсенче белок çитмен пайне рациона жмых хушса çитеретпĕр. Шел пулин те, минераллă хушма апатсемпе туллин тивĕçтерейместпĕр. Уйрăмах сăвакан ĕнесене фосфор çитмест. Апата мĕнле тăкакланине тишкерес пулсан, 1 центнер сĕт туса илме районĕпе 1, 35 центнер апат единици, ĕне ашĕ туса илме – 13, 82, сысна ашĕ туса илме 8, 66 центнер апат единици пĕтернĕ. Апат тăкакланин структуринче 4000-4500 килограмм сĕт антаракан ĕнесене 30 процентран кая мар тырă çăнăхĕ çитермелле. Пирĕн кăтарту вара, районĕпе илсен, 18-20 процентран иртмест. Мăйракаллă шултра выльăхсене ÿт хуштарнă çĕрте тырă çăнăхĕ сахал тивĕçет. Малашне выльăхсен продуктивлăхне ÿстерсе пырассинче çак пулăма шута илмеллех. Хальхи ăратлă ĕнесене улăм çитернипе, 2 килограмм тырă çăнăхĕ панипех нумай сĕт сăваймăн. Тĕрĕссипе ĕнесене хăйсене пурăнма, кĕлеткине тытса тăма анчах 2 килограмм çăнăх кирлĕ. Унсăр пуçне кашни 1 килограмм сĕт пуçне 200 грамм тырă памалла. 1 центнер сысна ашĕ туса илме “Прогресс”, “Эмметево” ял хуçалăх предприятийĕсенче 6, 5-6, 7 центнер апат единици тăкакланă пулсан, “Кушкă”, “Нива”, “Рассвет” ял хуçалăх предприятийĕсенче – 20 центнер апат единици ытла. Нумай апат тăкакланнин тĕп сăлтавĕ, пирĕн шутпа, хушма витаминлă, белокпа, минераллă апатсемпе усă курманнинче. Апатпа кирлĕ таран, çав вăхăтрах унпа пĕлсе те усă курма вĕренесчĕ. |