Стратеги проектне сÿтсе яврĕç
Виçĕм кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров ертсе пынипе “Чăваш Республикинче вĕрентĕве 2040 çулччен аталантармалли стратеги” проектне сÿтсе яврĕç. Эксперт комиссийĕн анлă ларăвне влаç органĕсен, вĕрентÿ тытăмĕн тата бизнес представителĕсем хутшăнчĕç, пысăк пĕлтерĕшлĕ документ пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç, сĕнÿсем пачĕç. Ларăва ЧР влаç органĕсен официаллă порталĕнче он-лайн режимпа трансляцилени республикăра тата ун тулашĕнче пурăнакансене те Стратеги проекчĕ пирки хăйсен сĕнĕвĕсене çак портала кĕртме май пачĕ.
"Елчĕк Ен"