Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуçа усман, нăйкăшман, ял çинче ята яман

“Ĕмĕр сакки сарлака”, – теççĕ авалтан чăвашсем. Çапла, сарлака та тумхахлă пулчĕ вăл Аслă Елчĕк ял библиотекинче 30 çул ытла тăрăшнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕшĕн Зинаида Петровна Карамаликовăшăн. Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлчĕ пулин те пуçа усмарĕ вăл. Икĕ тĕпрен-чĕкне, Ольăпа Николая, ура çине тăратас тесе вăй-халне шеллемерĕ. Тепĕр чух, чунĕ куççульпе тулнă самантсенче те ял-йышпа, вулакансемпе ăшшăн калаçрĕ, хăйĕн хуйхи-суйхине çынна кăтартмарĕ.

Ял варринчи хăтлă çуртра вырнаçнă библиотекăна пырса кĕрсенех тирпей-илем тыткăна илет. Çапла, паян библиотекăра çутă та ăшă. Анчах астăвать-ха Зинаида Петровна урăх пурнăçа та...

70-мĕш çулсенче библиотека кивĕ çуртра вырнаçнă. Кĕнеке фончĕ те пуян пулман. Ял çыннисем вулавăша “Колхоз ялавĕ”, “Коммунизм ялавĕ”, “Советская Чувашия”, “Молодой коммунист”, «Труд» хаçатсене вулама çÿренĕ. Пурнăç малалла шунăçемĕн вулакансен шучĕ ÿснĕ, вĕреннĕ специалистсем пур çĕрте те кирлĕ пулнă. Халăх çутталла туртăннă, вулав çуртĕнчен çамрăксем тухма пĕлмен.

Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза ертсе пынă В.Горшков библиотекăпа тачă çыхăну тытнă. Хуçалăх вулакансем валли тĕрлĕрен кĕнеке, сĕтел-пукан, радиоприемник туянса панă. Вăхăт иртнĕçемĕн вулакансем йышланнине шута илсе Елисей Викентьевич Кантеевпа Зинаида Петровна иккĕшĕ ĕçлеме пуçлаççĕ. Çĕрпÿри çутĕç училищинче пĕлÿ пухнă библиотекарь ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе ярасшăн ăнтăлать. Çĕнĕ плакатсем, кĕнеке выставкисем, стендсем хатĕрлет. Ача-пăча валли уйрăм кĕтес йĕркелет. Шкулпа таччăн çыхăнса ĕçлеме пуçлать, тĕрлĕрен кружоксем ертсе пырать. Кĕнеке юратакансемпе ал ăстисен кружокĕсем часах ырă ĕçпе палăраççĕ.

80-мĕш çулсенче Аслă Елчĕк ял библиотеки пĕрлештернĕ библиотекăсен системине кĕнĕ хыççăн ĕç кăштах çăмăлланать. Кĕнекесене республикăран ытларах ярса параççĕ, районти тĕп библиотека фончĕпе анлăн усă курма тытăнаççĕ, районта çук кĕнекесене вара республикăран çырăнса илеççĕ. Ятарласа уçнă методика центрĕ ял библиотекисене пулăшу парсах тăрать. Пĕлĕве ÿстерме кашни уйăхрах семинарсем йĕркелеççĕ. Зинаида Петровна республикăри, районти çĕнĕлĕхсемпе паллашать.

Республикăри, районти конкурссене хутшăнса Зинаида Карамаликова малтисен ретне тухать, ялти библиотека темиçе хутчен те “Республикăри чи лайăх библиотека”, хăй вара “Чи лайăх библиотека ĕçченĕ” ятсене тивĕçет.

2005 çул Аслă Елчĕк библиотекишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав çул Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕ-шÿллĕн тĕслĕх библиотеки уçаççĕ. Газпа хутса ăшăтакан библиотекăри хăтлăх вулакансене те, библиотекаре те савăнтарнă. Çĕнĕ ят илнĕ çурт валли çĕнĕ кĕнекесем, сĕтел-пукан туяннă.

Вулакансен шучĕ çултан-çул ÿссе пырать. Чи малтанах вĕсене право информаципе çыхăнтаракан тытăм йĕркелени кăмăла каять. “Консультант Плюс” базăра 40 пин ытла законсем, указсемпе постановленисем тупма пулать.

Шкул ачисем лицензиллĕ видеокассетăсемпе, вĕрентÿ програмиллĕ тата энциклопедисен электрон версийĕллĕ компакт-дисксен комплекчĕсемпе анлăн усă кураççĕ.

Зинаида Петровна шкулпа, культура çурчĕпе, ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе тачă çыхăнура.

Библиотекарь ĕçре хăйĕн пĕтĕм пултарулăхне кăтартать. Район шайĕпе иртекен пĕр культурăллă мероприятирен те хутшăнмасăр юлмасть. Ял çыннисем умĕнче хăй çырнă сăвăсене вуласа парать, спектакльсенче тĕрлĕ сăнарсем калăплать. Чăваш писателĕсен кĕнекисем тăрăх интереслĕ калаçусем ирттерет. Аслă Елчĕксем, ытти ялсемпе танлаштарсан, культура аталанăвĕпе чылай малта пыраççĕ. Кунта Зинаида Карамаликован тÿпи те пур.

Ырă кăмăллă библиотекаре ял çыннисем хисеплеççĕ, юратаççĕ, хăйсен савăнăçне те, хуйхине те каласа пама именмеççĕ. Зинаида Петровнан кашнин валлиех ырă сăмах пур.

Куç хупса иртнĕн иртет этем ĕмĕрĕ. Тин çеç ĕçе пуçăннăччĕ Зинаида, халĕ, акă, иртнĕ çулхи кĕркуннеренпе тивĕçлĕ канура. Çапах та пенсионер тесе калаймăн юлташăмăра, халĕ те пăрчăкан пек вăр-вар вăл, юрă-ташăра тепĕр çамрăкран ирттерет. Сăпайлă та ăш пиллĕ культработник общество ĕçĕнчен пăрăнма шухăшламасть, çынсăр пурăнма пултараймасть вăл.

Зинаида Петровна ывăлĕн çемйипе пĕр çăвартан пурăнать. Кинĕпе пĕрешкелех вăл, пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланаççĕ. Мăнукĕсемпе савăнать асанне, кукамай ята илтнĕ хĕрарăм. Ватлăхра вĕсенчен лайăххи мĕн пултăр тата!



"Елчĕк Ен"
11 марта 2008
00:00
Поделиться