Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет

Канăç, пушă вăхăт мĕнне пĕлмеççĕ Çĕнĕ Пăвара пурăнакан Петровсем. Тул çутăлсан ура çине тăраççĕ те таврана каç сĕмĕ çапсан та ĕçрен пушанаймаççĕ. Çапах нихăçан та яра куна тар кăларса, пилĕк авса ирттернишĕн кулянмаççĕ, пачах тепĕр майлă, савăнаççĕ çеç. Сывлăх пур чухне çанă тавăрса вăй хурасси мĕнех вăл? Пурнăç илемне ĕçре тупнă та фермерсем.

Кил хуçи хĕрарăмĕ, Ольга Анатольевна, вăхăтĕнче “Урожай” колхозра тĕп агроном пулса вăй хунă. Вунă çул ытла хуçалăхăн анлă уй-хирĕсенче тыр-пул çитĕнтернĕ, пахча çимĕç акса-лартса илнĕ. Кĕр вăйĕпе пÿлме тулли тыр пул туса илсен агрономăн пит-куçĕ савăнăçпа тулнă. Çапла пулмасăр, çĕр-аннемĕр çинче çитĕнтерекен кашни культура ăнса пулать-çке. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Тăхăр вуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче колхозсем саланма, уйрăлма тытăнчĕç. 8 яла пĕрлештернĕ пысăк “Урожай” колхоз та саланчĕ. Колхозри хăш-пĕр специалистсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç, ăста кадрсене ним вырăнне хумарĕç çĕнĕ ертÿçĕсем. Пысăк ĕмĕтсемпе çунатланакан Ольга Анатольевна та çурăк валашка умне тăрса юлнăн туйрĕ хăйне. Ирĕксĕрех икĕ алла пĕр ĕç шырама тиврĕ. Районти вăрлăх инспекцийĕнче пушă вырăн пулчĕ те, унта вырнаçрĕ. Ултă çул тăрăшрĕ. Кунта та штата кĕскетнине пула юратнă ĕçпе сывпуллашма тиврĕ. Пĕр çул халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕррисен ретĕнче тăчĕ. Юлашкинчен чăтаймарĕ. “Ялта çерçи выçă вилмен, сывлăх пур чухне тăван çĕртен уйрăлмастăпах. Ял çынни вĕт. Характер çирĕп, малашлăх умра, хастарлăх иксĕлми”, – тесе хăйсен пай çĕрĕпе уйрăлса тухма шут тытрĕ. Мăшăрĕ те унăн сĕнĕвĕпе хаваспах килĕшрĕ. “Ялта ĕçсĕр пурăнаймастăн. Кахалланса ларнипе нимĕн те пулмасть”, – тесе Петровсем фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕç. Унтанпа вунă çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Паян Ольга Анатольевнăпа Юрий Николаевич Петровсем 4 гектара яхăн çĕр çинче çемйипе ĕçлеççĕ. Çĕр улмине те çитĕнтереççĕ, сухан-севокне те, пахча çимĕçне те сахал мар туса илеççĕ. Çемьере тăватă çын. Çавăнпа алăпа çумланипе малалла каяйманнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Малтанах ял хуçалăх культурисене акса-лартмалли, пуçтармалли техника, çум курăксене пĕтерме кашни çулах гербицидсем туянчĕç. Вĕсемпе туллин усă кураççĕ. Севок çумласа кăларассине механизацилеймен-ха, çавăнпа хĕрÿ тапхăрта фермерсене тăванĕсем пулăшаççĕ.

– Хĕрĕсем мĕнле ĕçленине курсан тĕлĕнсе каятăн. Аллисем тепĕр механизмран хăвăрт пурнăçлаççĕ кирек мĕнле ĕçе те. Шутсăр хастар, – теççĕ Маринăпа Оксана пирки кÿршĕ-аршăсем. Сăмах май каласа хăварасах килет, хĕр ачасем 8, 10-мĕш классенче çеç вĕренеççĕ-ха, çапах та питĕ харсăр та правур. Вĕсен аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Уй-хирте çеç мар, кил хушшинчи мĕнпур ĕçе пĕлсе пурнăçлаççĕ вĕсем.

Иртнĕ çул Петровсен çемье кассине ял хуçалăх продукчĕсем сутса сахал мар тупăш кĕнĕ. Х а л ĕ те сутмалли севок нумай. Унăн хакĕ те пĕчĕккĕ мар. Апла пулсан каллех кĕсьене кĕмĕл кĕресси куç кĕрет. Ăна лайăх хĕл каçарнă. Вăрлăха йĕркеллĕ упрама сушилка, сортировка, хранилище те кирлĕ-çке. Иртнĕ çул çемье пысăк хранилище хута ячĕ.

Çĕр çинче тар тăкнипе çеç лăпланмаççĕ вĕсем. Килти хушма хуçалăхĕ те пысăк тăрăшуллă çемьен. Сăвакан тăватă ĕне, тăватă пушмак пăру, хĕл каçнă пăрусем, вăкăр тытаççĕ. Вите тулли выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма пĕрре те çăмăл мар паллах. Çулла пушшех канăçĕсене çухатаççĕ Ольга Анатольевнăпа Юрий Николаевич. Хăйсен çĕрĕ çинче нумай çул ÿсекен курăкăн лаптăкĕ пысăк-ха. Ăна виçĕ хут çулаççĕ. Ултă трактор тележки пулать вăл. Çапах та унпа çеç çырлахаймăн. “Колос” хуçалăхран укçалла утă илеççĕ. 10 тележка утă туяннă пĕлтĕр. Улăмне те сахал мар хатĕрленĕ. Ытлă-çитлĕ апат çитернĕ ĕнесем сĕт лайăх антараççĕ. Сĕт пуçтаракансем хапха умне пырсах туянаççĕ “шурă ылтăна”. Ăна сутса çемье сахал мар тупăш курать.

Ĕçе çăмăллатас тесе ĕне сумалли аппарат туянчĕç пĕлтĕр. Шывне алăпа çĕклеççĕ-ха хальлĕхе. Кунне 40 витре шыв йăтасси çăмăл тесе калаймăн. Е тата ытти ĕçсем мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн;

– Картишне кĕрсенех выльăх шăрши кĕрет. Чыслă пурăнаймастăн кун пек чухне, – сăмах хушать кил хуçи хĕрарăмĕ. Ку çапли çапла та, çапах та картишĕнчи кашни япала хăй вырăнĕнче, хуçасăрлăх çукки ниçта та курăнмасть.

Кил-çурчĕ те хăтлă фермерсен. Хĕр пĕрчисем пушă вăхăт тупăнсанах компьютер умне лараççĕ, ал ĕçĕ тума та ăста вĕсем. Çамрăкла качча кайман Ольга Анатольевна. Çапах та кăçалхи утă уйăхĕнче пенсие тухакан тăрăшуллă та пултаруллă, ÿркенмен хĕрарăмăн мăшăрĕ те, икĕ хĕрĕ те çумра. Мĕн кирлĕ тата йывăрлăхсен умĕнче пуç усман Ольга Петровăна. “Хĕрарăм – пурнăç тыткăчи”, – тени питĕ те тĕрĕс çав.



"Елчĕк Ен"
11 марта 2008
00:00
Поделиться