Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

08:55_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Международным Женским днем

          Хисеплĕ хĕрарăмсем, чипер хĕрсемпе маттур хĕрачасем!

          Сире Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

          Мартăн 8-мĕшĕ - çурхи чи илемлĕ те савăнăçлă уяв. Çак кун эсир чăннипех те ăшă сăмахсене, саламсемпе чи илемлĕ чечексене тивĕçлĕ. Хĕрарăм - кил-çурт вучахне упракан, çемьене хăтлăх, килĕшỹлĕх кĕртекен. Тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесе ачăрсене телейлĕ ачалăх, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн вăй-халăра шеллеместĕр. Сирĕн ăнланулăх, туйăмлăх тата юрату йывăр самантра шанчăк кỹреççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме, çĕнĕ çитĕнỹсем тума вăй-хал парса пыраççĕ. Кирек епле ĕçре те хĕрарăмсем - патвар ĕçченсем, пултаруллă ертỹçĕсем, производствăна аталантарса пыракансем.      Районта пурăнакан мĕнпур хĕрарăма çурхи чи илемлĕ уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, чунри ăшăлăхпа юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, ăнăçу сунатăп. Çемйĕрте яланах лăпкăлăх тата ырăлăх хуçалантăр, ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр, сăн-питĕртен ăшă кулă ан кайтăр, телейлĕ те савăнăçлă пулăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                        Н.П. Миллин.



07 марта 2008
00:00
Поделиться