Ялти хисеплĕ çын
Валерий Егорович хăйĕн кун-çулне пархатарлă, сумлă пурăнса ирттерет. Вăл 1943 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ăна яланах яваплă вырăнсенче ĕçлеме шаннă: нумай çул районти киносеть директорĕнче, ял бригадирĕнче, культура çурчĕн директорĕнче тăрăшнă. Кулленхи тивĕçпе яланах çын хушшинче пулма тивнĕрен ăна таврари ялсенчи çынсем лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ. Кирек кампа тĕл пулсан та Валерий Егорович пĕр чĕлхе тупать, çынсен нуши-тертне ăнланма, пулăшма тăрăшать. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ тивĕçлĕ канура пулин те общество ĕçне хастар хутшăнать. Пĕр сăмахпа, вашават. Çакă ăна ватăлма памасть – вăй-хăвачĕ иксĕлми унăн. Хальхи вăхăтра Ĕнел ял комитечĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе пырать. Ял выльăхĕсене кĕтме кĕтÿçĕ тупмалла-и, е урăх ыйтăва васкавлăн татса памалла-и – пурне те хăй çине илет. Çак ĕçсене тума ăна никам та хистемест, чунĕ хушнипе, кăмăлĕ ырă пулнипе çынсене пулăшма килĕшет вăл. Валерий Егоровичăн, нумай çул ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçлекенскерĕн, ĕç опычĕ пысăк. Хальхи вăхăтра пире те нумай пулăшать. Унран нихăçан та “вăхăт çук” тенине, “кайран” тесе хирĕçленине илтмен. В.Е.Игнатьев хăйĕн пурнăçĕнче нумай çынна ырă ĕç туса пулăшнă. Малашне те ăна çакăн пекех – уçă кăмăллă, вашават пулма сывлăх сунатпăр. |