Иккĕленме кирлĕ мар
Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне пирĕн тăрăхри çул-йĕр ăстисем республикăра чи малтан пурнăçларĕç – кашни ял хытарнă çулпа çыхăнчĕ. Анчах та вĕсем умне Президент тата та çĕнĕ тĕллевсем лартать. Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” Çырăвĕнче çакна палăртнă: “Кăçал халăх пурăнакан мĕнпур вырăна çитиччен хытă сийлĕ çулсем тумалли программăна вĕçленĕ май Министрсен Кабинечĕ умне тĕллев лартатăп: муниципалитетсемпе пĕрле халăх пурăнакан мĕнпур вырăнсен тĕп урам сетьне асфальт сармалли программăна, çак ĕçе те 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртса, туса хатĕрлемелле”. Пирĕн районта ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ. Уйрăмах вăл Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче ăнăçлă. Иртнĕ çулсенче ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе, ял халăхĕ пулăшнипе чылай урамсене вак чул сарса хытарчĕç. Кăçал кунта тата пысăк калăпăшлă ĕçе пуçăнмалла: Тутар Республикипе чикĕленекен вырăнтан пуçласа Аслă Елчĕкри тĕп урамсем 2 çухрăм ытла асфальтлă çулпа çыхăнмалла, унтан Елчĕк – Аслă Елчĕк çула сармалла. Ку енĕпе проектпа смета хучĕсене хатĕрлесшĕн.
Çул-йĕр тăвакан куçса çÿрекен “Яльчикская” колоннăн ертÿçи В.Скворцов палăртнă тăрăх, Таяпа Энтри урамĕ те асфальтлă çулпа витĕнмелле. Кунта çул никĕсне хатĕрлесе хунă – çанталăк ăшăтсанах асфальт сарма пуçăнасшăн. Çавăн пекех çул-йĕр ăстисен тепĕр тĕллев те пур – Петровка ялне пыракан çул çине вак чул сарнă – кăçал ăна асфальтпа хытармалла. Колонна ертÿçисем çул тумалли программăпа торгисене хутшăнасшăн. Тĕллеве пурнăçа кĕртме колоннăн вăй çителĕклĕ – иртнĕ çул çĕнĕ техника сахал мар туяннă. Кăçал та автотрактор паркне çĕнетесшĕн – КАМАЗ автомашинăн 3 прицепне илсе килесшĕн. Хальхи вăхăтра çуллахи сезон валли хăйăр тата вак чул турттараççĕ, çурхи шыв-шур тапраниччен кирлĕ чухлĕ материал хатĕр-лесе хурассишĕн тимлеççĕ.
Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен программа пурнăçланатех.
А.КАРЛИН. |
---|