Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ – тĕслĕх

Пур чухне те ача хыççăн кайса ун кăмăлне тивĕçтерме тăрăшмалла-и е çук-и; Паллах, ашшĕ-амăшĕ хăйсен çемьери вырăнĕпе тивĕçне лайăх ăнланаççĕ пулсан, çак ыйтăва тĕрĕс татса пама пултараççĕ. Акă, ашшĕ-амăшĕ хăйсем хушман ĕçе тытăннă ачине чарса: “Юрамасть”, – тенинех илер. Малтанхи вăхăтра ку сăмах, чăнах та, ачана хăй мĕн тăвас тенине (çав ĕçе унăн пурнăçлама юранипе юраманнине вăл пĕлмест-ха) тума чарать. Анчах та час-часах çак меслетпе ачана чарни сиенлĕ, кил-йышра çапла ытлашши хыттăн хăтăрса тăни ачасене тĕрĕс аталантарма чăрмантарать, вĕсем хăрама пуçлаççĕ, ытлашши именме, хăйсем тĕллĕн пĕр-пĕр ĕç тума е вăйă пуçарма та хăяймаççĕ, çынсенчен ютшăнма тытăнаççĕ. Ача чухне ашшĕ-амăшĕн чун ăшшине туймасăр, ачашлăх мĕнне пĕлмесĕр, кил-йышра пĕр-пĕриншĕн тăрăшнине курмасăр ÿснĕ ачасем хăйсем те “чул чĕреллĕ” çынсем пулса тăраççĕ, çынсене ырлăх кÿме пултараймаççĕ. Тепĕр енчен, сăлтав çук çĕртенех чарма тăрăшни сăмах пĕлтерĕшне чакарать, ача вара: “Юрамасть!”, – тенине хăлхана та чикмест. Кун чухне пурăна киле ача чееленме вĕренет, меллĕ самантра ашшĕ-амăшне суйма та именсе тăмасть.

Ача хăйне мĕншĕн чарнине ăнланмарĕ пулсан, унăн çав ĕçе тăвасах килет. Апла ан пултăр тесен, ашшĕ-амăшĕн ачине вăл е ку ĕçе мĕншĕн тума юраманнине çăмăл чĕлхепе, кĕскен те витĕмлĕн каласа памалла. Ăнлантарнă чухне ачан кун пирки хăйĕн шухăшĕ çуралтăр, кăмăл-туйăмĕ вăрантăр.

Ачана вăл е ку ĕçе тума мĕншĕн чарнине ăнлантарнă май, çав ĕçĕн уссипе сиенĕ çинчен ăнланмалла каласа памалла.

Иккĕмĕшĕнчен, ача мĕн тăвас тенине, вăл ыйтнине пурне те пурнăçласа пымалла тени – сиенлĕ шухăш. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачан интересне яланах тивĕçтерни вĕсем хăйсен ачине шутсăр хытă юратнине пĕлтермест-ха. Кун пек хăтланни ачана тĕрĕс пăхса çитĕнтересси пирки шухăшлама ÿркеннинчен кăна килет. Вĕсен шухăшĕпе ача мĕн ыйтнине тивĕçтересси вăл ыйтакан япалана илсе памалла-ши, парас çук-ши ыйту пирки шухăшлассинчен, ăна мĕн те пулин урăххипе интереслентермелли май тупассинчен чылай çăмăлрах та ансатрах.

Виççĕмĕшĕнчен çакна палăртар: ача-пăча аслисем хăйсемпе мĕнле туйăмпа, мĕнлерех калаçнине хăвăрт туйса илет. Çитĕннисем ялан тенĕ пекех хыттăн, тÿрккессĕн, хĕрсе кайса: “Урусене ан сулла, чипер лар тесе миçе хут каларăм сана!”, “Ан тĕкĕннĕ пултăр!”, “Кама калатăп эпĕ: сана е стенана;” йышши сăмахсемпе каланине ачасем хăлхана та чикесшĕн мар. Çавнах лăпкă та ырă сасăпа: “Вова! Эсĕ те пысăк çын пекех тĕк ларма пултарнине кăтарт-ха!” – тесе калани ачашăн ăнланмалларах, усăллăрах пулать, вăл хăвăрт тÿрленсе ларать.

Шкул çулне çитмен ачасем хăйсене тытма, хăйсем мĕн тăвас килнине палăртма çитĕннисенчен чи малтанах ашшĕ-амăшĕнчен, вĕренеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ майлăрах калаçма, вĕсем усă куракан сăмахсене калама, ĕçе те вĕсем пек тума ачасем хăвăрт хăнăхаççĕ, тепĕр чух ку тĕлĕшĕпе ашшĕ-амăшĕнчен нимĕн чухлĕ те уйрăлса тăмаççĕ. Çакна нихăçан та манас марччĕ пирĕн, ашшĕ-амăшĕн.



"Елчĕк Ен"
29 февраля 2008
00:00
Поделиться