Тăрăшсан ÿсĕм пулать
2007 çул “Кушкă” хуçалăхĕшĕн çăмăлах мар тапхăр пулнă. Ака уйăхĕнче хуçалăхăн малтанхи ертÿçи тăруках ĕçрен тухса кайнăран хуçалăх тилхепине тытса пыма П.Хмелева шаннă. Ака пуçланас умĕн акмалли вăрлăхсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене маларах çителĕклĕ таран хатĕрлесе ĕлкĕрейменрен, çур акинче усă курмалли техникăна тивĕçлĕ шая юсаса çитерейменрен хуçалăх ертÿçин чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тивнĕ.
2007 çулта “Кушкă” хуçалăхра 210 гектар çинче çурхи тулă, 140 гектар урпа, 20 гектар сĕлĕ, 10 гектар вика, 20 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 15 гектар выльăх кăшманĕ, 7 гектар столовăй чĕкĕнтĕрĕ, 12 гектар çĕр улми, 50 гектар çинче кукуруза акса тата лартса илнĕ. 410 гектар çинче пухса кĕртнĕ тыр-пулăн (пурĕ 9236 центнер тĕш тырă туса илнĕ) вăтам тухăçĕ 23 центнерпа танлашнă. Сутăннă тырăран хуçалăх кассине 1152448 тенкĕ пырса кĕнĕ, тупăш 240 пин тенкĕпе танлашнă. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина кунта çакна палăртрĕ: тыр-пул тухăçлăхне ÿстерес тесен культурăсен çĕнĕ сорчĕсене туянмалла (хуçалăх кĕркунне кĕрхи туллăн “Третикале” сортне илсе килсе акса хăварма мехел çитернине ырламалла), минераллă удобренисемпе анлăн усă курмалла.
Паянхи кун çĕр улми лартса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине те палăртрĕ вăл. Хуçалăх ку енĕпе хальлĕхе тивĕçлĕ ĕçлесех каяйман-ха. Иртнĕ çул хуçалăхра 12 гектар çинчен пурĕ 1041 центнер çĕр улми пуçтарса илнĕ, тухăç 87 центнерпа, 1 центнер çĕр улмин хăйхаклăхĕ 465 тенкĕ те 90 пуспа танлашнă. “Иккĕмĕш çăкăра” 847 центнер сутса хуçалăх кассине 395 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Анчах çĕр улми туса илесси хака ларнине пула тупăш пулман.
Пахча çимĕç туса илессинче ÿсĕмсем пур. 7 гектар çинчен 1451 центнер столовой чĕкĕнтĕрĕ пухса илнĕ (тухăçĕ – 207 центнер), ăна сутса хуçалăх кассине 600 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Тупăш 102 пин тенкĕпе танлашнă. Выльăх кăшманне 15 гектар çинче 4689 центнер туса илнĕ, тухăçĕ 313 центнерпа танлашнă. Анчах та сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илессинче хуçалăх 180 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Сăлтавĕ – ăна çум курăкран вăхăтра тасатайманнинче.
Н.Ильина çавăн пекех чылай хуçалăх сĕтрен пысăк тупăш илнине асăнчĕ. “Кушкăсене” вĕсен паха опытне тĕпе хума сĕнчĕ. Хуçалăхра паянхи кун сăвакан 120 ĕне шутланать. 2007 çулта 4601 центнер сĕт, е кашни ĕнерен 3834 килограмм сĕт сунă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кашни ĕнерен сĕт суса илесси 137 килограмм ÿснĕ. Çапах та сĕт суса илесси районти вăтам кăтарту шайне çитеймен.
Фермăсем начар мар. Хуçалăхăн чи малтанах ăратлă выльăх туянмалла (ку чухне патшалăх пысăк çăмăллăхсем парать), сăвакан ĕнесен шутне ÿстермелле. Çавăн пекех сăвăма ÿстерме май паракан козлятник курăк акса хăвармалла, пахалăхлă апат хатĕрлемелле палăртрĕ Н.Ильина. П.Хмелев ертÿçĕ тăрăшнипе 6 çул ĕçлемен сĕт пăрăхне юсани ферма работникĕсен ĕçне çăмăллатнине асăнса хăварни вырăнлă кунта.
Сыснасен шутне ÿстермелли пирки те асăнчĕç пухура. Сысна çури туса илесси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, чакнă. 2006 çулта 357 çура илнĕ пулсан, 2007 çулта 155 пуç çура анчах илнĕ.
2007 çулта хуçалăхра ĕçлекенсен хисепĕ 98 çын пулнă. Çулталăкра пĕр çын ĕçлесе илнĕ ĕç укçи 26668 тенке ларнă, е пĕр уйăхри ĕç укçи вăтамран 2220 тенкĕпе танлашнă. Çакă, паллах, питĕ сахал.
Ĕç тухăçлăхĕ, продукци туса илессин ÿсĕмĕ энергие перекетлеме май паракан ăнăçлă техникăпа усă курнинчен те килет. Çакна тĕпе хурса пĕлтĕр “Кушкăсем” дискатор туяннă. Кăçал çăмăллатнă кредитпа 46 тонна топливо илсе хума пултарнă. Çывăх вăхăтра вĕсем инвестици кредичĕпе усă курса пресс-подборщик, “ПРФ-145” агрегат туянасшăн.
Хуçалăхра лару-тăру çăмăлах мар. Анчах Кушкăсем ĕçчен халăх. Çавăнпа йывăрлăхсене çĕнтерсе пырасса, малта пыракан хуçалăхсемпе танлашасса шанас килет.