Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрлехи лару

Кăçал Раççей шайĕнче Çемье çулталăкĕ, Чăваш Республикинче Ырă ĕçсен çулталăкĕ иртет. Çулталăкри чи паллă икĕ пулăма ирттерме Елчĕк районĕнче те район пуçлăхĕн Н.Миллинăн хушăвĕпе йĕркелÿ комитечĕ тата Канашĕ туса хунă. Вĕсене район пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ – вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый ертсе пырать.

Çак эрнере Çемье çулталăкне тата Ырă ĕçсен çулталăкне ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн тата Канашĕн пĕрлехи ларăвĕ пулчĕ. Унта Раççей шайĕнче тата Чăваш Республикинче 2008 çулта пулса иртекен çак икĕ паллă пулăмсемпе çыхăннă мероприятисен планĕсене (вĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин çирĕплетнĕ) пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.



"Елчĕк Ен"
25 февраля 2008
00:00
Поделиться