Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ваттине хисеплеме, пĕчĕккине ачашлама пĕлсен

Аслă Елчĕкре пĕр урамра пурăнман пулин те, 40 çул каяллах лайăх пĕлетĕп Валерий Егорович Савукова. Тахçанхи пĕр самант асран тухмасть: ялти кивĕ клубра концерт пырать, юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ ял пикисем...

– Халĕ Кĕлпук мучине сăмах паратпăр, – залри халăха пĕлтерет концерта ертсе пыракан. Кĕлпук мучи калаçнине радиопа çеç илт-нĕрен пĕтĕмпех канăçа çухатрăм, мĕнлерех çын-ши вăл тетĕп.

Акă, сцена çине çитмĕл çулсенчен иртнĕ, мăн сухаллă лутра старик тухса тăчĕ те пуç тайрĕ. Васкамасăр тăван ял мĕнле çĕнелсе, улшăнса пынине, колхозлă ял илемне сăнарлă каласа пачĕ.

– Вăт ку старик-тĕк старик. Анчах мĕне нуша-ши çак ватсупнă старике çамрăксемпе пĕрле ялтан-яла концерт тăрăх çÿреме. Ларасчĕ килĕнче, мăнукĕсемпе йăпанса, – тĕлĕнсе пĕтереймесĕр каласа хучĕ Клава аппа.

Эпĕ вара Кĕлпук мучине хăйнех курнишĕн тем пек савăннă. Тепĕр темиçе минутран сцена çине чăваш ташши ташлама тухнă çамрăксем хушшинче Валерий тетене палласа илтĕм, ара маларах Кĕлпук мучи пек калаçакан старик та вăлах пулчĕ вĕт. Çапла, мĕн пĕчĕкрен çав Кĕлпук мучипе киленсе ÿсрĕмĕр эпир.

Чăннипех те пултаруллă пирĕн В.Савуков. Вăл хăйне нихăçан та халăхран уйрăм туйма пултарайман çын. Халăх шанăçне çÿлте тытса пыма пултарнăран ăна ял халăхĕ хисеплет, сума сăвать.

Ÿркенменскершĕн кирек мĕнле ĕç те ют мар. В.Савуков нумай çул Ленин ячĕпе хисепленекен колхозри сцена хаçачĕн редакторĕ пулса ĕçлерĕ. “Хунав” ятлăччĕ хаçат, унта ĕçре палăрнисем çинчен мухтаса, кахалсене питлесе çыратчĕç.

Йăлăмкас урамĕ – вăрăм урам, 70 килĕ ытла унта. 10-20 çул каялла пĕчĕк ачасен йышĕ те пĕчĕк пулман. Кашни ура туяннă, калаçма пуçланă пепке алă çĕклесе саламлатчĕç Валерий тетене.

– Кино тете килет, – тенине те илтнĕ ачасенчен. Ватти те, вĕтти те ăш пиллĕ арçынна сума сăватех çав.

– Геннадий Большаков пулăшнипе ăста киномеханик пулса тăтăм эпĕ, – тенĕччĕ Валерий Егорович культура ĕçченĕсен канашлăвĕнче. Ĕçе чунтан юратсан ăнăçу килетех. 30 çул ытла кино кăтартас ĕçе тивĕçлипе пурнăçланăран Валерий Егоровича СССР кинематографи отличникĕ, халăха кино кăтартас енĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене панă, республикăри кинокомитет Хисеп Хăми çине темиçе хутчен те кĕртнĕ.

В.Савуков нумай çул Аслă Елчĕкри вырăнти радиовещани передачисене йĕркелесе пычĕ. Хĕрÿ ĕçе пăрахсах итлеттĕмĕр çав Валерий Егоровичăн передачисене. Иртнĕ эрнере те ял варринчи радиоузел шăплăхран вăранчĕ, В.Савуков Ленин ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн пухăвĕ пуласси çинчен хыпарларĕ. Ака, вырма вăхăтĕнче кашни кунах передачăсене халĕ те эфира кăларать вăл, саламлă çырусен передачисене ял халăхĕ пушшех кăмăллать.

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче хисеплĕ çыннăмăр – Валерий Егорович Савуков 60 çул тултарать. Чунри ăшă салам ун патне çиттĕрех. Вăрăм ĕмĕр, сывлăхпа, ырлăхпа, пархатарлă кун-çулпа пурăнма сунатпăр ăна.

Паянхи кун Валерий пичче Юля мунăкĕн чи юратнă “юлташĕ”. Питĕ килĕштереççĕ вĕсем иккĕшĕ. Çулталăк ытларахри хĕр пĕрчи “асатте” тесе çеç тăрать.

Пурнăç тилхепине самантлăха та вĕçертмен Валерий Егорович, çавăнпах пулĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ ку çемьере. Акă, çемье пуçĕ – амăшĕ Мария Александровна ялта чи ватти шутланать. 98 çула çитсе çынна начар туса курман. Ватă çынна хисеплеме, пĕчĕккине ачашлама пĕлеççĕ Савуковсем. Пĕчĕк Юля ватă мамая алăран çавăтса çеç çÿрет, хыттăн ыталаса чуп тăвать.

Савуковсем çинчен ял çинче хурласа калаçнине илтмен. Мария аппан аслă кинĕпе кĕçĕн кинĕ пĕрешкелех.



"Елчĕк Ен"
22 февраля 2008
00:00
Поделиться