Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Социаллă сферăн аталанăвĕн çул-йĕрне сÿтсе явна

Д.А.МЕДВЕДЕВ: “Чăваш Республики вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас облаçсенче лидерсен йышне кĕрет, унăн кăтартмалли пур. Калаçу кунти усăллă опыта ытти регионсем те конкретлă вырăнти ĕçсен условийĕсемпе килĕшÿллĕн çĕнетсе усă курма пултарни çинчен пырать”.

2008 çулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Дмитрий Медведев Раççей Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене тата демографи политикине пурнăçа кĕртекен Канашăн президиумĕн ларăвне ирттернĕ.

Канашăн президиумĕн членĕ-сем регионсенче вĕрентÿ тата сывлăха сыхлас енĕпе пилотлă проектсене комплекслă проекчĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене сÿтсе явнă.

Ларăва уçнă май пĕрремĕш вице-премьер вĕрентÿпе сывлăха сыхлас проектсем социаллă сферăна пĕтĕмĕш-ле аталантарнă çĕрте пысăк пĕлте-рĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Вăл вĕрентÿ модернизацийĕн комплекслă проекчĕсене пурнăçа кĕртме пуçăннă регионсенче шкулсен пурлăх никĕсĕ, учительсен тупăшĕ самаях ÿснине, вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче тупăшса ĕçлемелли условисем йĕркеленнине палăртнă.

Дмитрий Медведев хальхи тапхăрта вĕрентÿ çăмăллăхĕсен пахалăхĕн тулашри хакĕн системине йĕркеленĕ çĕрте пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Çак сферăна модернизациленин тĕп тĕллевĕ Раççейри мĕнпур ачана, ăçта пурăннине пăхмасăр, пĕлÿ илме майсем туса памаллине аса илтернĕ.

Регионсенчи сывлăха сыхлассине çĕнетес енĕпе пилотлă проектсем пирки калаçнă май пĕрремĕш вице-премьер çакна палăртнă: çак проектсен пĕлтерĕшлĕ кăтартăвĕ – ĕçлемен халăха медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланни, медицина работникĕсен ĕç укçи пысăкланни.

Дмитрий Медведев сывлăха сыхлассинче укçа-тенкĕ уйăрассипе çĕнĕ системăна ĕçе кĕртес енĕпе тумалли задачăсене палăртнă. Вĕсем – медицина пулăшăвĕ парассин пахалăхне ла-йăхлатас енĕпе пĕрлĕхлĕ стандартсемпе критерисене ĕçе кĕртесси, медицина профилактикине аталантарасси, сывлăха страхлакан полиссене ирĕклĕ “çÿреме” пулăшасси тата медицина учрежденийĕсен хăй тĕллĕнлĕхне анлăлатасси.



"Елчĕк Ен"
12 февраля 2008
00:00
Поделиться