Çĕнĕ технологие алла илсе
Информаципе коммуникаци технологийĕпе уроксем тулли, пуян, интереслĕ иртеççĕ. Урока Power Point презентацийĕ евĕр хатĕрлени çĕнĕ материала ăнлантарма е вĕреннĕ темăна çирĕплетме май парать. Ачасем ÿкерчĕксемпе видеосюжетсене куçпа курса пĕлĕве çирĕплетсе пыраççĕ.
Компьютера пĕлни уроксем е класс тулашĕнчи ĕçсем валли пуян материал хатĕрлеме пулăшать. Слайдсенче анимаци мелĕпе усă курни, ачасене илтнине куçпа курни тата та тарăнрах пĕлÿ илме май парать. Вĕсем пĕтĕмпех урок темине путаççĕ, килĕсенче те мĕн çĕннине пĕлнине ашшĕ-амăшне каласа параççĕ.
Халĕ компьютер ĕмĕрĕ. Çавăнпа та виççĕмĕш класран пуçласа тăххăрмĕш класс таран информатика предметне вĕренеççĕ. Кĕçĕн класс ачисем А.В.Горячевăн “Информатика в играх и задачах” кĕнеки тăрăх хăйсен пĕлĕвĕсене аталантараççĕ. Информатика предметне кĕçĕн класранах вĕрентме тытăнни ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшать. Компьютер ачасене ÿкерчĕк çеç кăтартмасть, вĕсен ĕçĕсене тĕрĕслет тата анлăлатать. Кĕçĕн класс ачисем компьютера хăйсен юлташĕ, пулăшаканĕ, вĕренмелли хатĕр вырăнне хураççĕ.
Çак проблемăпа виçĕ çул кăна ĕçлетĕп-ха. Çапах та 4-мĕш класс ачисем текст пичетлесе кăларма, хатĕр ÿкерчĕксене сăрлама, конструктор мелĕпе тĕрлĕрен япаласем ăсталама пĕлеççĕ, ачасен пĕлÿ шайĕ те ÿсрĕ. Юлашки вăхăтра слайдсем тăвассипе тăрăшатпăр.
Чăнах та, урока е класс тулашĕнчи ĕçсене ИКТпа усă курса ирттерес тесен çав тери нумай вăхăт кирлĕ. Ăна перекетлес тесе Интернетпа, Кириллпа Мефоди мультимедиа энциклопедийĕсемпе анлă усă куратăп.