Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район пуçлăхĕн призĕсене тивĕçнĕ

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, район администрацийĕн ĕçченĕсене физкультурăпа спорт занятийĕсене хутшăнма явăçтарас, Чăваш Республикинче иртекен район, хула администрацийĕсен ĕçченĕсен йĕлтĕрпе чупакансен Спартакиадине хутшăнма спортсменсем хатĕрлес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Вăл тĕрлĕ çулсенчи ушкăнсенче иртнĕ. Ушкăнсенче çĕнтерÿçĕсем çаксем пулнă: Алексей Миллин, Наталья Синина (финанс пайĕ), Николай Карамаликов (информатизаци пайĕ), Ирина Петрова, Николай Малышкин, Валентина Немцева (вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ), Александр Клементьев (ĕç тăвакан управлени пайĕ). Вĕсене дипломсем, район пуçлăхĕн призĕсене парса чыс тунă.


"Елчĕк Ен"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться