Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Профсоюзсем Д.Медведев кандидатурине ырлаççĕ

– Социаллă сферăпа ĕç тытăмĕнче профсоюз патшалăхăн тĕп партнерĕ шутланать, – терĕ Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш вице-премьерĕ Дмитрий Медведев Раççей Никама пăхăнман профсоюзĕсен федерацийĕн Генеральнăй Канашĕн ларăвĕнче.

Хăйĕн сăмахĕсене çирĕплетсе вăл профсоюзсем, ĕç паракансем тата правительство пĕлтĕр 2008-2010 çулсем валли алă пуснă виçĕ енлĕ Генеральнăй килĕшÿ пирки аса илтерчĕ. Пĕрремĕш хут хирĕçÿсĕр калаçса татăлма май килнĕ, çакă енсем пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕштерсе ĕçлеме ха-тĕррине çирĕплетет. Дмитрий Медведев çавăн пекех профсоюзсен паянхи, вунă çуллăх малашлăха çĕршывăн социаллă аталанăвне тĕпе хуракан патшалăхăн стратеги планĕсене йĕркелекен тапхăрти пĕлтерĕшне палăртнă.

– Тĕпрен илсен çын сывлăхне çирĕплетессишĕн, унăн пĕлĕвне ÿстерессишĕн, пурнăç пахалăхне тата ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн, конкурентлăха çирĕплетессишĕн е, кĕскен каласан, Раççейре пурăнакан мĕнпур халăхăн пурнăçне аталантарассишĕн тăрăшакан социаллă уçлăх йĕркелемелле, – терĕ пĕрремĕш вице-премьер.

Çак уçлăхăн никĕсне паянах хывма пуçланă ĕнтĕ. Генеральнăй килĕшÿре çирĕплетсе хăварнине пурнăçласа енсен ĕç тÿлевĕн çĕнĕ меслечĕсене туса хатĕрлемелле. Пенси малалла ÿсĕ, çитес çулсенче унăн виçи икĕ хут хăпарĕ. Çакна валли патшалăхпа ĕç паракан пенси капиталне йĕркелес енĕпе ĕçлеççĕ. Шалу та ÿсĕ, чи пĕчĕк ĕç укçи ĕçлеме пултаракан халăха пурăнма кирлĕ виçепе танлашĕ, терĕ Дмитрий Медведев.

– Раççей гражданинĕн пурнăç шайĕ, наци пуянлăхĕ тухăçлă ĕçрен нумай килет, – тет Д.Медведев. Пирĕн çĕршывра ĕç тухăçлăхне мĕнле ÿстерме пулать-ха; Медведев шухăшĕпе, чи малтан ĕç условине (производствăна техникăпа тивĕçтернин шайне тĕпе хурса), тÿлеве, миграци т. ыт. те шута илсе халăха ĕçпе тивĕçтерессин тата ĕç укçин çĕнĕ меслечĕсене туса хатĕрлемелле.

Тĕрлĕ отрасль профсоюзĕсен представителĕсем РФ пĕрремĕш вице-премьерĕпе тата РФ Президенчĕн кандидачĕпе Д.Медведевпа тĕл пулса чылай ыйтăва сÿтсе яврĕç. Профсоюз лидерĕсем хальхи Президентăн еткерçи вĕсене итленине кăна мар, пулăшма та хатĕррине хăйсем курса ĕненчĕç. Çавна май Генеральнăй Канаш 2008 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртекен РФ Президенчĕн суйлавĕнче Дмитрий Медведев кандидатурине ырлама йышăнчĕ.

 



"Елчĕк Ен"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться