Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Суйлавçăсем Д.Медведева ытларах шанаççĕ

ВЦИОМ тĕпчевĕсем “Единая Россия” парти РФ Президенчĕн кандитатне тăратнă Дмитрий Медведева ытларах шанма пуçланине кăтартаççĕ, пĕлтерет “Интерфакс”.

Социологсен кăтартăвĕсем тăрăх, 2006 çулхи юпа уйăхĕнче ăна ыйтăма хутшăннисен 55 проценчĕ шаннă пулсан, 2008 çулхи кăрлач уйăхĕнче вара çак йыш 64 процентпа танлашнă. Д.Медведева шанманнисем сахалланнă: 21 процентран 13 процент таран чакнă.

Ыйтса пĕлнисен 77 проценчĕн шухăшĕпе Д.Медведев пуш уйăхĕнчи суйлавра çĕнтерет. Çак шутран 58 проценчĕ вăл çăмăллăн çĕнтерессине, 19 проценчĕ вара кĕрешÿ йывăр пулассине пĕлтерет.

ВЦИОМ тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Д.Медведев Раççей çыннисенче ытларах чух ырă туйăмсем çуратать. 2006 çулхи юпа уйăхĕнчипе танлаштарсан ăна шанакансен (26 процентран 43 процента çити), хисеплекенсен (13-15 процентран 21 процента çити), ĕненекенсен (2 процентран 19 процент таран) йышĕ ÿснĕ. Унпа ытларах интересленме пуçланă (13 процентран 26 процент таран).

Раççейри чылай çыншăн (74 процент) Д.Медведев пуян ăс-хакăллă, анлă тавра курăмлă (71 процент), ырă кăмăллă (71 процент), пултаруллă (72 процент), вăл татăклă йышăну тума пултарать (67 процент), çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшать (62 процент). Респондентсен 51 проценчĕ вăл ансат çын, тÿрĕ кăмăллă пулнине – 53 проценчĕ, принципсене тĕпе хунине – 41 проценчĕ, идейăсен çăл куçĕ пулнине 38 проценчĕ палăртать.

“Левада-Центрăн” кăрлач уйă-хĕн 23-мĕшĕнчи кăтартăвĕсем тăрăх, Дмитрий Медведевăн электорат рейтингĕ ытти кандидатран пысăкрах.

РФ Президенчĕн суйлавĕ çитес вырсарни кун иртес-тĕк, – ыйтăма хутшăннă суйлава кайма хатĕр тата камшăн сасăлассине çирĕп пĕлекен çынсен 82 проценчĕ Д.Медведевшăн сасăланă пулĕччĕ. Президент постне йышăнас текен ытти кандидатсем унран чылай юлса пыраççĕ. РФКП лидерĕшĕн Геннадий Зюгановшăн суйлавçăсен 9 проценчĕ сасăлама хатĕр, РЛДП тăратнă кандидат Владимир Жириновский 8 процент, ДПР лидерĕ Андрей Богданов тата Михаил Касьянов экс-премьер 1 процент сасă пухĕччĕç, çирĕплетет “Левада-Центр” (ыйтăма РФ 46 облаçĕпе крайĕнче, республикинче ирттернĕ, 1600 çын хутшăннă). Ыйтăма хутшăннисен 76 проценчĕ пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнчи суйлава каяссине пĕлтерет, 40 проценчĕ çакна çирĕп пĕлет. Респондент-сен 7 проценчĕ сасăлама кайманнине тÿрремĕн пĕлтернĕ, 17 проценчĕ хальлĕхе тытăнса тăрать.

Дмитрий Медведева “Единая Россия” политика партийĕ 2007 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ VIII съезд ларăвĕнче РФ Президенчĕн суйлавне суйланма кандидата тăратнă.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2008
00:00
Поделиться