Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Агитаци тапхăрĕ пуçланать

“Раççей Президенчĕн регистрациленнĕ кандидачĕсем суйлав умĕнхи агитацие нарăс уйăхĕн иккĕмĕшĕнчен тытăнма пултараççĕ: телекурав каналĕсемпе радиохыпарлав хумĕсенче, пичет кăларăмĕсенче çак кунран роликсем кăтартма, листовкăсем сарма, статьясем пичетлеме ирĕк пур, – тенĕ ТСК секретарĕ тата МИХсемпе тытакан çыхăнушăн яваплă Н.Конкин. – Агитаци тапхăрĕ нарăсăн 29-мĕшĕччен пырать, шăп çур çĕрте вĕçленет. Суйлав кунĕччен 5 кун юлсан халăх шухăшне тĕпчесе пĕлмелли ыйтăм ирттерме юрамасть”.

Патшалăх ертÿçи пулма тăватă çын кĕрешет: “Единая Россия” парти сĕннĕ РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Дмитрий Медведев, Андрей Богданов (РДП), Владимир Жириновский (РЛДП) тата Геннадий Зюганов (РФКП).



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2008
00:00
Поделиться