Ĕçмелле е ĕçмелле мар?
Хуçалăхра, йăлара усă куракан тата ĕçмелли шыва районта, тĕпрен илсен, артезиан скважинисенчен илеççĕ. Централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтерекен 78 çăл куçран тĕрĕслеме 6 проба илнĕ. Вĕсенчен пĕри (Елчĕкре) анчах санитари йĕркисене тата санитарипе хими кăтартăвĕсен нормине тивĕçтернĕ. Шыв илмелли сооруженисенче санитари тĕлĕшĕнчи мероприятисене вăхăтра, кирлĕ шайра пурнăçлама ĕлкĕрсе пырайманни шыв пахалăхĕнче палăрать.
Районти 43 шыв пăрăхне, çав шутран 10-шĕ коммуналлă хуçалăхăн, тĕрĕслесе тăрасси те – территори уйрăмĕн тивĕçĕ. Вĕсенчен 11-шĕ (25, 6 проценчĕ) санитари нормисемпе йĕркисене тивĕçтермест. Хальхи вăхăтра 37 яла цен- трализациленĕ майпа шывпа тивĕçтереççĕ. Энтепери, Вырăскассинчи, Лаш Таяпари, Вăрăмхăвари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Анатри Тимешри, Çĕнĕ Пăвари, Тĕмерти шыв пăрăхĕсем юсавсăр пулнине кура вĕсемпе туллин усă кураймаççĕ. Шыв илмелли сооруженисенче профилактика тата юсав ĕçĕсене вăхăтлă туса ирттермеççĕ. 2007 çулта, шыври санитарипе хими кăтартăвĕсене пĕлес тĕллевпе 82 проба илнĕ, вĕсенчен 20-шĕ (24, 4 проценчĕ) гигиена нормативне тивĕçтермен.
Санитарипе хими, микробиологи кăтартăвĕсем тăрăх, 2007 çулта 2006 çулхипе танлаштарсан, шыв пахалăхĕ тата япăхрах пулни пурне те шухăшлаттарма тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен çакă тÿрремĕ-нех районта пурăнакансен сывлăхĕпе çыхăннă.