Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çурт-йĕр хута каять

Чăваш Енре çурт-йĕр тăвасси çĕкленсех пырать. Пирĕн республикăра пулнă май хăнасем çакна тÿрех палăртаççĕ. Хула анчах мар, ял та аталанса çĕнелсех пырать паян. Çавна май çамрăксем те ялта юлаççĕ, кермен евĕр çурт-йĕр çĕклеççĕ.

Иртнĕ çул республикăра 1 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çавăрнă пулсан, пирĕн районта вăл 23800 тăваткал метр хута кайнă. Çав шутра уйрăм çынсем 23350 тăваткал метр çурт çĕкленĕ.

Çурт-йĕр лартасси ансатах мар. Çакна тĕпе хурса патшалăхăн çурт-йĕр лартакансен ĕçне ансатлатакан тĕрлĕ программа ĕçлет. Сăмахран, Раççей Федерацийĕн “Пурăнмалли çурт-йĕр” программин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çумпро-граммăпа килĕшÿллĕн, 2007 çулта районта 22 çемье 6902173 тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Çав шутран федераци бюджетĕнчен 1725094 тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 4312736 тенкĕ, вырăнти бюджетран 864343 тенкĕ уйăрнă.

“Ялсен 2010 çулчченхи социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕ” программăпа 9 çын çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 920000 тенкĕ уйăрнă. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн 30 çула çитмен 11 çамрăк çемьепе специалист çурт-йĕр условине лайăхлатнă. Ку тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 1960000 тенкĕ, вырăнти бюджетран – 2610140 тенкĕ уйăрнă.

Юлашкинчен çакна та палăртса хăварар. Раççей Правительствин 2007 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çамрăк çемьесен çулне ÿстернĕ. Çурт-йĕр туянма е çĕклеме паракан субсидие çамрăк мăшăрсем 35 çула çитичченех илме пул-тараççĕ.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2008
00:00
Поделиться