Ял çыннин сывлăхĕ çирĕп пултăр
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне 2006 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Ялти сывлăх керменĕ вăл. Малтан кунта фельдшер пункчĕ çеçчĕ. Хĕллехи сивĕсенче епле шăннине шурă халатлă ĕçченсем те, ял çыннисем те питĕ лайăх астăваççĕ. Ялта пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçас тесе медицина работникĕсемпе пĕрле мăшăрсем, тăвансем çĕрне-кунне пĕл-месĕр пилĕк авнă. Курнавăш ял тăрă-хĕнчи ялсенче пурăнакансен çивĕч нуши-тертне ăнланакан (епле пулсан та районти тĕп больницăна çÿресси мар) мăшăрсене тав тунинчен пуçлас терĕм сăмахăма. Вĕсем врач уйрăмне вăхăтра хута ярас тесе çу каçипе пĕр канăç курмасăр, тÿлевсĕр вăй хучĕç. Хушаматранах аса илетĕп вĕсене: В.Филиппов, В.Миронов, В.Архипов, В.Павлов, Н.Васильев, В.Егоров. Паллах, Курнавăш ял тăрăхĕ, “Сатурн”, “Колос” хуçалăхсем, ял çыннисем те укçа-тенкĕпе самаях пулăшнă. Хамăр вăйпах канализаци кĕртрĕмĕр.
Вырăскассинче фельдшер пункчĕ те иртнĕ çултанпах “кăвак çулăмпа” ăшăнать. Ĕçлеме те меллĕ, чирлисене йышăнма та кăмăллă. Кунта В.Мударисовпа В.Архипов спонсорсен тÿпи пысăк. Ăшă кĕртме те хамăрăн мăшăрсемех пулăшрĕç.
Курнавăш ял тăрăхне 7 ял кĕрет. Унта 3 пин çын пурăнать. Эпир вĕсен сывлăхне пур енчен те пăхса тăрассипе тимлетпĕр. Уйрăма çын нумай çÿрет. Çакă çеç канăç памасть: пирĕн патăрта шăл тухтăрĕ çук. Ку ыйтупа районти тĕп больница администрацине те тухнă. Малашне шăлсене хамăр патăмăртах сиплеме, кăларма пулассине шанатпăр.
“Сывлăх” наци проектне ĕçе кĕртме пуçланăранпа ялсенчи сиплев никĕсĕ палăрмаллах тĕрекленчĕ, унпа пĕрлех медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхне те ÿстерме май пачĕ. Пирĕн уйрăмри икĕ медицина сестрин ĕç укçи самаях хăпарчĕ. Хамăн та пĕлĕве малалла ÿстерме тиврĕ. Халĕ ятарлă сертификат илсе ял çыннисене пур енлĕн тĕрĕслеме, сиплеме мĕнпур майсем, пĕлÿ пур. Суйласа илнĕ професси питĕ ки-лĕшет. Чирлисене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеме тăрăшатпăр.
Хамăра çирĕплетсе панă ялсенчи халăх сывлăхлă пултăр тесе чунтан тăрăшатпăр. Кашни эрне кун ялсене тухса çÿретпĕр. Хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсем çав кун фельдшер пункчĕсене пырса лараççĕ. Йывăр чирлисем патне килĕсене çÿретпĕр. Эрне кун пирĕн уйрăма васкавлă пулăшу машини уйăрнăран хамăр чирлĕ çынсем патĕнче пулнă е халăха йышăннă вăхăтра унпа ял çыннисем усă кураççĕ: Ел-чĕке флюорографи кĕме каяççĕ е ытти специалист патне çитсе килеççĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, инвалидсене рецепт вырăнтах çырса паратпăр. Анализсене те хамăр патăмăртах тăватпăр. Кăнтăрлахи уйрăмри койкăсем пушă тăмаççĕ. Процедура ĕçĕсене кăнтăрлаччен туса пĕтеретпĕр. С.Филиппова, П.Миронова, С.Архипова медсестрасен, А.Зайцева санитаркăн ĕçĕпе ял çыннисем кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ.
Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр 260 вăйпитти çынна В1, 130 çынна В2 гепатитран, 14 çынна хĕрлĕ шатраран, 150 çынна грипран прививка тунă. 2006 çулта наркăмăшлă çĕрте ĕçлекен 35 çын диспансеризаци витĕр тухнă пулсан, иртнĕ çул культработниксемпе учительсем, воспитательсем, медицина ĕçченĕсем (135 çын) хăйсене мĕнпур енчен тĕрĕслеттернĕ. Ку ĕç кăçал та малалла пырать.
Тăрук аптăраса ÿкнĕ çын патне ниме пăхмасăр, сĕм-çĕрле те чупатпăр. Çын пурнăçне çăлса хăварасси пирĕн тĕп тивĕç пулнине самантлăха та манмастпăр. Наци проекчĕ вара пире, ыттисен сывлăхĕшĕн яваплă çынсене, тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет.