Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Стартра – йĕлтĕрçĕсем

Пирĕн шкулта “Сывлăх кунĕ” иртрĕ. Классем пĕр-пĕрин хушшинче йĕлтĕрпе ăмăртса чупрĕç. Малтан старта 1-2-мĕш классем тухрĕç. 500 метра чупрĕç вĕсем. Çĕнтерÿçĕ М.Кузнецова пулчĕ. Унтан 3-4-мĕш классем 1000 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта Р.Королев мала тухрĕ.

Аслă классем хушшинче эстафета иртрĕ. 5-6-мĕш классен командисем çĕнтерÿçĕ ятне илессишĕн тупăшрĕç. 6-мĕш класс ачисем вăйлăрах пулчĕç.

Хĕрÿ кĕрешÿ 8-9-мĕш классем хушшинче иртрĕ. Вĕсем ăмăрту вĕçне çитичченех пĕр шай пычĕç. Юлашкинчен вара 9-мĕш класра вĕренекенсем мала тухма пултарчĕç.



"Елчĕк Ен"
24 января 2008
00:00
Поделиться