Н.Федоров Президентран – парне
Иртнĕ эрне кун пирĕн районта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пулчĕ. Николай Васильевич Патреккел халăхĕпе тата ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти учительсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Чăваш Ен ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче Елчĕк халăхĕ ĕçчен те яваплă пулнине, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçлама пултарнине палăртрĕ. Кăрлач уйăхĕнче Елчĕк районĕн ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă хыççăн Президент республика бюджетĕнчен района социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарма 30 миллион тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. 20 миллион тенки – Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн çĕнĕ çуртне тума.
– Ку пуçламăш анчах-ха. Çак тĕллевпе малашне те сахал мар укçа-тенкĕ уйăрăпăр. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара шкулсенче, муниципалитетра тăрăшакансен ĕç укçисене ÿстерĕпĕр, – палăртрĕ Н.Федоров.
Çитĕнекен ăрăва тĕреклĕ те сывлăхлă çитĕнме, спортра çитĕнÿсем тума ырă сунса Патреккел шкулне Николай Ва- сильевич 30 мăшăр йĕлтĕр парнелерĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял халăхĕ, шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Президента ăшшăн тав турĕç. Н.Федоров хыççăн Н.Миллин сăмах илчĕ. Патреккел шкулĕн çĕнĕ çуртне маларах 2010 çулта анчах хута яма палăртнине асăнчĕ вăл. Президент шкул тума укçа уйăрни вара ĕçе халех пуçăнма май панипе, районăн малашнехи çитĕнĕвĕсем йăлтах хамăртан, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинчен килнине ппалăртрĕ Николай Петрович.