Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç çулĕ – аслă çул

“Чăвашьенкрахмал” ОООн генеральнăй директорĕ Александр Сергеевич Кудряшов 55 çул тултарчĕ. Çак кун тăванĕсен, пĕрле ĕçлекенсен, çак таранчченех çывăх пĕлнĕ, кашни кунхи ĕçре пĕр-пĕрне пулăшса, хисеплесе пурăннă çынсен ăшă саламĕсене, ырă сăмахĕсене йышăнма ăна çав тери кăмăллă пулчĕ...

Елчĕк районĕнче промышленность производствине аталантарас енĕпе унăн ашшĕ – Сергей Александрович паллă йĕр хăварнă. Унăн пархатарлă ĕçне ывăлĕ малалла тăсать. “Аттен пехилĕ çул уçса пырать”, – тет вăл.

Александр Сергеевич Мускаври апат-çимĕç институтĕнчен вĕренсе тухсан “Чăвашьенкрахмал” производство пĕрлешĕвĕн Елчĕкри крахмал заводĕнче инженерта ĕçлеме пуçланă. 1979 çулта ашшĕпе ывăлĕ нефть тата газ уçлакан промышленноçра, тимĕр шăратакан производствăра усă куракан экструзивлă крахмал кăларма май паракан çĕнĕ технологи ĕçе кĕртнĕ.

Мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн пултарулăхне асăрхамасăр тăма пулман, часах ăна Елчĕкри сĕт-çу завочĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак тапхăрта вăл тăрăшнипе производствăн хушма цехĕсене хута янă. Завод тулли хăватпа ĕçлеме пуçланă. Ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхĕ, производство калăпăшĕ ÿснĕ.

1992 çулта Кудряшовсем – ашшĕпе ывăлĕ – хăйсен крахмал заводне туса хунă. Пушă çĕр çине шалча çапса пулас завод никĕсне хывнă. Уйрăм çынсем промышленноç предприятине йĕркелесе янин пĕлтерĕшĕ çав тапхăршăн чăннипех пысăк пулнă. Завод хута кайсанах фармакологи промышленноçĕнче анлăн усă куракан “Экстра” сортлă крахмал кăларакан цех ĕçлеме пуçланă. Малтанах продукцие сутас тĕлĕшĕпе йывăрлăх нумай пулнине те пытармасть А.Кудряшов. Мĕншĕн тесен ăна Раççейри фармакологи предприятийĕ-сем тахçанах ют çĕршывсенчен йÿнерех хакпа туяннă. Пурпĕрех, предприяти рынокри шанăçа çĕнсе илме пултарнă. Ун хыççăнах экструзивлă, “модефицированный” крахмал хатĕрлес технологие ĕçе кĕртнĕ. Халĕ Александр Кудряшовăн “Чăвашьенкрахмал” предприятийĕшĕн Раççей рынокĕ чикĕ мар. Асăннă таварсемпе вĕсем тĕнче шайне тухнă...

...Александр Сергеевич Кудряшовăн пурнăçĕ сумлă иртет, вăхăтне усăллă, пархатарлă ĕçре ирттерет. Мăшăрĕпе, Наталья Викторовнăпа пĕрле, 2 ывăлпа 1 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ, мăнукĕсем çитĕнеççĕ.

Заводăн генеральнăй директорне Александр Сергеевича çуралнă кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, çемьере телей, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр



"Елчĕк Ен"
22 января 2008
00:00
Поделиться