Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Н.ФЕДОРОВ Президент: «Пĕрремĕш вице-премьер визичĕ хавхалану кÿчĕ»

Пирĕн республикăра Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ С.Иванов ертсе пыракан сумлă делегаци пулчĕ. Унăн тытăмĕнче – промышленноç политикин, энергетика, транспорт, патшалăх оборона отраслĕн представителĕсем. Хăнасене республика Президенчĕ Н.Федоров, официаллă ытти çынсем кĕтсе илнĕ.

С.Иванов тата ытти официаллă çынсем промышленноç никĕсĕ çинче хурçă шăратакан («Промтрактор-Промлит» ООО), «Промтракторăн» трансмисси тата сборка завочĕсенче пулнă. Хăнана ятарлă лапамра тракторсен шоуне кăтартнă. С.Иванов хăй те трактора ĕçлеттерсе пăхнă.

С.Иванов ВНИИРта та пулнă, электротехника промышленноçĕнче тĕп вырăн йышăнакан предприятипе паллашнă, ертÿçĕсемпе çĕршыв элек-троэнергетики умĕнче тăракан ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Сергей Борисович «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» ФПУПра та пулса курнă. Кунтах пĕрремĕш вице-премьер завод ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Вăл Çар припасĕсемпе ятарлă хими промышленноçĕн аталанăвĕ патшалăхăн оборона хăвачĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Анчах отрасль халĕ кризисра-ха. Кунта патшалăх тĕрев памаллах. Çавăнпа РФ Промышленноç министерстви Çар припасĕсемпе ятарлă хими промышленноçне аталантармалли тата реформăламалли стратеги хатĕрленĕ, федерацин хысна предприятийĕсен институтне туса хунă. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ мерăсем йышăннă май кризисран тухма пуçланă, çапах ĕçлемелли нумай.

Визита вĕçленĕ май С.Иванов аэропортра республика ертÿçисемпе канашланă, унта тĕрлĕ ыйтусене тишкернĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров пĕрремĕш вице-премьер визичĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. «Витĕм кÿме пултаракан, опытлă, ĕç-пуçа лайăх пĕлекен çын панă канашсем питĕ усăллă. Халĕ пирĕн пĕлÿсем анлăланчĕç, хавхалану пур. Сергей Борисович предприятисенче пулнă май вĕсен ертÿçисемпе вăрах калаçма вăхăт тупрĕ. Çакăн усси пысăк», – тенĕ Николай Васильевич.

Пĕрремĕш вице-премьерпа пысăк хаклăх темиçе проекта сÿтсе явнипе кăмăллă. Пĕр проект – 34 миллиард тенкĕлĕх, тепри, инфратытăмпа çыхăнни – 7, 5 миллиардлăх.

Çакăн хыççăн республика сумлă хăнапа сыв пуллашнă.



"Елчĕк Ен"
22 января 2008
00:00
Поделиться