Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малашлăха çирĕп шанаççĕ

“Чувашагролизинг” ОАОн генеральнăй директорĕ А.Ласточкин, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина черетлĕ пĕрлехи информаци кунĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пурăнакансем иртнĕ çулхи раштавăн 2-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне 95 процент ытла хутшăннă. Çав шутран 93 проценчĕ ытла Раççей çĕнĕлле пурăнма тивĕçлине палăртса “Единая Россия” партишĕн сасăланă. Ялта пурăнакансем çирĕп шухăш-кăмăллă пулни вырăнти ял тăрăхĕнче çынсен нуши-тер-чĕпе çыхăннă кулленхи ыйтăвĕсене татса парассине тивĕçлипе хакланинчен те нумай килнĕ. Урăхла калас пулсан, вырăнти влаç тытăмĕнчи специалистсем малтан хăйсем халăх шанăçне тÿрре кăларассине тĕп вырăна хурса ĕçлени суйлав кăтартăвĕсенче уçăмлăн палăрнă. Ертсе пыракан специалист Т.Емельянова палăртнă тăрăх, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредита илессипе, иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ районĕпе тăваттăмĕш вырăнта. Çак тĕслĕх те ял çыннисем малашлăха çирĕп шаннине, аталанас тенине уçăмлăн çирĕплетет. Кил-çуртсене хутса ăшăтма патшалăхран уйăракан субсиди укçипе те ял тăрăхĕнче пурăнакансене туллин тивĕçтернĕ, иртнĕ çул ăна пурĕ 247 пин тенкĕ панă.

“Дружба” ял хуçалăх предприятийĕ арканнă хыççăн кунта пурăнакансене пĕр вăхăт çăмăл пулман. “Эмметево” ООО йĕркеленсе кайнăранпа вăхăт нумай иртмен, çавăнпа пурнăç лайăх енне улшăнасса, малашне тивĕçлĕ ĕç укçине ют регионсене тухса каймасăрах вырăнта ĕçлесе илессе шанаççĕ вĕсем. Çапла пулма кирлĕ те.

Ытти ялсенчипе танлаштарсан, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çынсен кăмăлĕсем çирĕп. Вĕсенче кулленхи ĕçрен пушаннă хыççăн юрлас, савăнас кăмăл тапса тăрать. Культурăпа кану центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ хор темиçе çултанпа хăйĕн тулли, пуян репертуарĕпе районти çынсене савăнтарать...



"Елчĕк Ен"
22 января 2008
00:00
Поделиться